__Хырхӗрри ял тӑрӑхӗн__ сайтчӗ асӑрхаттарать: аслати тухсан тем тесен те ҫӳллӗ йывӑҫ айне ан тӑрӑр! Ҫиҫӗм-аслати килнӗ вӑхӑтра вӑрмана лекрӗр пулсан хурӑнран, юманран, хыртан, тирекрен аякрах кайӑр, пӗчӗкрех тӗмӗсем шырӑр. Шыва ан кӗрӗр, шыв хӗрринчен кайӑр. Ҫӳллӗ вырӑнта тӑратӑр пулсан айлӑма анӑр.
Ҫиҫӗм-аслати килнӗ вӑхӑтра уя лекрӗр пулсан ҫӗр ҫине ан выртӑр, чӗркуҫҫиленсе ларсан аванрах пулӗ.
Уйрӑмах алӑра тимӗр япаласем (мотоцикл, велосипед) пулсан вӗсене аяккарах хурӑр, 20-30 метра куҫсан та пӑсмӗ. Аслати кӗрленӗ вӑхӑтра телефонпа та калаҫмалла мар. Телевизор, радио, ытти электрохатӗрсене сӳнтермелле.
Килте чӳречесемпе алӑксене хупӑр, сывлӑш тухмалли шӑтӑксене питӗрӗр.
Аслати вӑхӑтӗнче машинӑра пулсан унтах юлӑр, радиоитлев антеннине антарӑр, чӳречесене хупӑр.
Аслатиллӗ ҫумӑрта инкек лекрӗр пулсан **01** номерпе (карас телефонӗпе — **112**) шӑнкӑравласа пулӑшу ыйтӑр.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |