Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

«Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, 2012 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗнче чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ __Анатолий Ермолаевич Горшков__ доцент пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайрӗ.

__Анатолий Ермолаевич Горшков__ 1931 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче __Муркаш районне__ кӗрекен __Вускасси__ ялӗнче хресчен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. 1938 ҫулта Сӑпайкассинчи пуҫламӑш шкулта, унтан Калайкассинчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли, Ишлейри вӑтам шкулсенче ӑс пухать. 1949 ҫулхи кӗркунне Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренме кӗрет. Аслӑ шкула хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗр хушӑ __Чӑваш патшалӑх кӗнеке издательствинче__ вӗрентӳпе педагогика литературин редакторӗнче ӗҫлет. 1954 ҫулта педагогика институчӗн аспирантурине вӗренме кӗрет. Ӑна пӗтернӗ хыҫҫӑн Анатолий Ермолаевич каллех издательствӑна таврӑнать, 1961-1965 ҫулсенче тӗп редакторта ӗҫлет.

1964 ҫулта тӗпчевҫӗ филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑрать. 1965–1968 ҫулсенче — Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи Пичет управленийӗн ертӳҫи. 1968 ҫулта паллӑ, талантлӑ ӑсчах чӑваш чӗлхин аталанӑвне малалла тишкерес ӗмӗтпе Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи наука-тӗпчев институчӗн директорӗн ҫумӗнче ӗҫлет. Унта вӑй хунӑ вӑхӑтра А.Е.Горшков ӑслӑлӑх енӗпе 100 яхӑн статья пичетлет, кӗнекесем кӑларать. Унӑн «Мӗнле каласан тӗрӗс? Словарь-справочник» (1973), «Сӑмах пултӑр уҫӑмлӑ, шухӑш пултӑр витӗмле» (1980), «Чӑваш чӗлхи: лексика, фразеологи, пуплев культури» (1997) монографисене вуламан ҫын ҫук-тӑр. А.Е.Горшков чӑваш чӗлхе вӗрентӗвӗнче пуҫласа «Чӑваш чӗлхин кӗске орфоэпи словарьне» тата «Чӑваш чӗлхин фразеологи словарьне» ҫырса хатӗрлесе пичетлесе кӑларать. 1982 ҫулта кун ҫути курнӑ «Чӑвашла-вырӑсла словарь» хатӗрлес ӗҫре те тӗпчевҫӗн тӳпи пысӑк.

Юлашки вӑхӑтра А.Е.Горшков «Чӑваш чӗлхи. Пуплев культури. Хӑнӑхтарусем», «Чӗлхе пӗлӗвӗн кӳртӗмӗ», «Чӑваш чӑлхипе вырӑс чӗлхин шайлаштаруллӑ грамматики», «Чӑваш чӗлхи, риторика тата пуплев этикечӗ», «Стилистика тата текстсен чӗлхине редакцилесси» ятлӑ вӗренӳ пособийӗсем ҫырса хатӗрлерӗ.

Паллӑ тӗпчевҫӗ 1990 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2011 ҫулччен И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ӗҫленӗ.

А.Е.Горшковӑн ҫутӑ сӑнарӗ ӗмӗрлӗхех пирӗн чӗрере пулӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кирек мӗнле ӗҫре те, уйрӑмах ҫӗннинче, питӗ асӑрхануллӑ пулмалла. Шухӑшламасӑр йышӑну тумалла мар. Тен, халӗ ӗҫе улӑштарас килӗ. Ҫакна шанчӑклӑ ҫынсем сӗнӗҫ. Анчах ан васкӑр, халӗ профессие улӑштарма лайӑх вӑхӑтах мар. Ахӑртнех, пурнӑҫа лайӑх енне улӑштаракан хыпар илтетӗр.

Ака, 12

1936
89
Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ.
1947
78
Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1963
62
Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ.
1976
49
Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын