Энциклопеди кӑларас ӗҫре Чӑваш Республики малти вырӑнсенче тӑрать. Республикӑн чылай район энциклопедийӗсем кун ҫути курчӗҫ пулин те ҫак кӑсӑк кӗнекесӗр юлнисем те пур-ха. __Шупашкар районӗн__ вӑл хальлӗхе ҫук. Кӑҫал, района йӗркеленӗренпе 80 ҫул ситнӗ май, Шупашкар енчи чӑвашсем энциклопедиллӗ пуласах тесе шутларӗҫ — ун валли укҫа та уйӑрчӗҫ. Сӑмах май каласа хӑварас пулать: Шупашкар районӗн чи малтан энциклопедиллӗ пулмаллаччӗ, анчах та тӗрлӗ пӑтӑрмахсене пула — ыттисен пур, вӗсен ҫук.
Энциклопедие хатӗрлекенсен ушкӑнне Виталий Петрович Станьял ертсе пырать. Паян вӑл __Лапсар ял тӑрӑхӗ_Ҫатра-Лапсар тӑрӑхӗнчи__ музея ҫитрӗ — кунти материалсемпе паллашрӗ, вырӑнти хастарсене энциклопеди валли материал пухас ӗҫе лайӑхрах хутшӑнма хистерӗ. Кӗнеке валли пухакан информацие епле йӗркелемелли, унта мӗн пулмалли пирки чарӑнса тӑчӗ. Калаҫу хыҫҫӑн ял тӑрӑхӗпе уйрӑм кӗнеке хатӗрлесен аван пулни пирки сӑмах хушрӗ.
Виталий Петрович ушкӑнӗ малалла Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхне ҫул тытрӗ, паянхи тепӗр тӗлпулу унта пулмалла иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |