2012-13 вӗренӳ ҫулӗнче __Асхва__ ачисем хӑйсен ялӗнчи шкула вӗренме ҫӳреймӗҫ, __Вырӑскас Пикшиха__ кайма тивӗ. Ку ял __Канаш__–__Шупашкар__ ҫулӑн тепӗр енче вырнаҫнӑ пулин те утмалӑх пур — пӗр ҫухрӑм.
Тӑван ялти шкула хуптарас мар тесе ҫурлан 14-мӗшӗнче Асхва пуҫламӑш шкулӗнче ял халӑхӗ пухӑнчӗ. Вӗсемпе калаҫма __Канаш район__ администрацийен пуҫлӑхӗ Софронов В.В., унӑн ҫумӗ Егоров А.Н., укҫа-тенкӗ пайӗн начальникӗ Поляков А.Н. тата ыттисем килнӗччӗ.
Потрбительсен прависене хӳтелекен тата ҫын ырлӑхӗшӗн тӑрӑшакан федераллӑ служба управленийӗн Канаш хулинчи вырӑнти начальникӗ Егоров Вячеслав Геннадьевич ӑнлантарса панӑ тӑрӑх шкула лицензи паман сӑлтавсем ҫаксем пулса тухнӑ: тамбурта ӑшӑ ҫук, потолок ҫӳллӗшӗ тивӗҫлинчен пӗчӗкрех, шкула шыв кӗртмен, ҫавӑн пекех классенче раковинӑсем ҫук иккен. Шкул картинче ҫуп-ҫап пуҫтармалли контейнерсем тата вӑй-хал культурине аталантармалли лаптӑк ҫук. Шкулти сӗтел-пукана та ылмаштармалла.
Софронов В.В. сӑмахне ӗненсен шкулти лару-тӑрӑва юсама 2013 ҫул валли 500 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Шкул лицензи иличчен вара Владислав Васильевич ачасене юнашарти яла автобуспа леҫме сӗнчӗ.
Ял халӑхӗ шкула хуптарасран унти ӗҫсене хӑйсен вӑйӗпе туса пӗтерме калаҫса татӑлчӗ.
Канаш районӗнче __Юмансар__ шкулӗнче те лару-тӑру ҫакнашкалах — унти ачасем малашне __Карӑклӑ__ вӑтам шкулне ҫӳрӗҫ (автобуспа).
Чӑн та, тӳре-шара ӗҫне сӑнатӑн та тӗлӗнетӗн: шкулсене хупасси вӗсемшен нимӗн те мар пек туйӑнать. 2011-12 вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн шкул потолокӗ аннӑ-ши вара? Е ачисем ытла ӳссе кайнӑ? Класра умывальник пуррипе ҫукки вӗренӳре епле пулӑшать? Чӑн та хам тӑван шкулта 8 класс вӗренсе тухса — ни умывальникӗ пулман, туалечӗ те шкул картишӗнче пулса, столовӑйнче те шыв кӗртменччӗ (вӗренсе тухнӑ тӗле ҫеҫ кӗртрӗҫ пулас-ха). Шкул автобусӗ пирки сӑмах та пулман — сивӗре-и, йӗпе-сапара-и ҫухрӑм ытла таплаттарнӑ, утнӑ. Ҫавах вӗреннӗ, ҫын пулнӑ. Хальхи тӳре-шара вара ачасене вӗрентессине мар мала хурать, тӗрлӗ нормӑсемпе хутсене тата укҫа-тенке.
Шкулсене хупас тесе мӗнле ҫӗнӗ нормӑсем шутласа кӑларӗҫ-ши?
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |