Авӑнӑн 14-мӗшӗнче __Шупашкарти__ «Радугӑра» (чӑв. «Асамат кӗперӗ») ҫӗнӗ курав уҫӑлать — «1612 ҫул». Куравӑн тӗп вырӑнӗнче Куҫма Минин, Мӗтри Пожарский тата Йӑван Сусанин пулӗҫ. Истори саманчӗсене сӑнласа кӑтартнӑ ӳкерчӗксенче куракансем вӗсен сӑнарӗсемпе паллашма пултарӗҫ. Уйрӑм вырӑнта Пӑртас кнеҫе сӑнлакансем ӗҫсем пулӗҫ.
__Пӑртас__ — Мускава ҫӑлма хутшӑннӑ чӑвашран тухнӑ паттӑр. Куҫма Мининпа, Мӗтри Пожарскийпе туслӑ пулнӑ. Ҫураласса вӑл __Шупашкаркассинче__ ҫуралнӑ. Кунтах унӑн ҫӳллӗ сӑрт ҫинче капмар ҫурчӗ ларнӑ. Турхан пулнӑран унӑн хӑйӗн ҫыннисем, ҫар пулнӑ. Ҫӑлкуҫсем тӑрӑх чирлӗ Куҫма Минин та ун патӗнче вилнӗ теҫҫӗ. Паянхи куна илсен унӑн ятне Шупашкарӑн пӗр урама панӑ, ун сӑнарне усӑ курса Ф. Мадуров шӗпсутҫӑ паттӑрӑн кӳлепине (халь вӑл скульптура Шупашкарӑн 500 ҫуллӑх паркӗнче тӑрать) ӑсталанӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |