Авӑнӑн 5-9-мӗшӗсенче Иваново тӑрӑхӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Провинцири театр тӗлпулӑвӗсем» ялти театр ушкӑнӗсен III фестивалӗ иртӗ. Вичугӑри культура ҫуртӗнче ҫав кунсенче пурӗ 16 спектакль курма пулӗ. Театр ушкӑнӗсем Мускав, Улатимӗр, Ҫӗнҫӗпӗр, Мурманск, Архангельск, Омск, Свердловск, Вологда, Ярославль, Иваново облаҫӗсенчен тата Чӑваш Республикипе Мари Элтен пулӗҫ.
Пирӗн республикӑран фестивале __Элӗк районӗнчи__ «Ял тӑрӑхӗсен культурӑпа кану центрӗ» МБКУ ҫумӗнчи халӑх театрӗ хутшӑнӗ. Элӗксем __Н.Айзманӑн__ «Кай, кай Ивана» (реж. И. Афанасьев) спектаткльпе паллаштарӗҫ.
«Ял тӑрӑхӗсен культурӑпа кану центрӗ» МБКУ ҫумӗнчи халӑх театрӗ 44 ҫул хушши куракансене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарать. Кашни спектакле халӑх лӑк тулли пухӑнни те вӗсен ӑсталӑхне пысӑккӑн кӑтартать. Артисем шутӗнче вара — ахаль халӑх, вӗсен тӗп ӗҫӗ ачасене пӗлӳ парассипе, суту-илӳ тӑвассипе, чир-чӗртен сыватассипе ҫыхӑннӑ пулин те пултарулӑх ӑсталӑхӗ те вӗсен ҫӳлти шайра. Паянхи кун халӑх театрне пурӗ 50 ҫына яхӑн ҫӳрет.
Мӗнех, ӑнӑҫу сунар вӗсене!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |