__Куславкка районӗнче__ культура эткерӗ ятне тивӗҫ ӗскерсем нумай: Н.И. Лобачевскийӗн музей-ҫурчӗ, Волчков купсан ҫурчӗ, Богоявлени чиркӗвӗн ансамблӗ, Иоанн Богослов чиркӗвӗн ансамблӗ, Хусан чиркӗвӗн чан тӑрри, __Петр Осипов__ чӑваш ҫыравҫӑн ҫурчӗ тата ыттисем те.
__Куславккара__ ҫавӑн пекех тепӗр историллӗ ҫурт пур — Жомени баронӑн пӳрчӗ. Вӑл икӗ хутлӑ, чул никӗслӗ, йывӑҫран хӑпартнӑскер. Ҫуртра пурӗ 15 пӳлӗм. Ӑна «Чӑваш Ен культури: 2010–2020» республикӑн тӗллевлӗ программӑн «Чӑваш Республикин культура эткерӗ» ҫумпрограммӑна кӗртнӗ. Пӗлтӗр хысна укҫи-тенкипе ҫуртӑн тӑррине юсанӑ, тата ытти ӗҫсене тунӑ. Кӑҫал уйӑрнӑ укҫапа пӳртӗн мал енне капӑрлатмалла, чӳречисене юсамалла.
Жомени барон кил-йышӗ революцичченхи __Чӑваш Енре__ пуян ҫемье шутланнӑ, вӗсен пурлӑхӗнче пин ытла гектар ҫӗр пулнӑ. Хӑйсен ҫӗрне __Куславккара__ ярмӑрккапа пасар ирттерме тара парса, икӗ хупах тытса самай укҫа тунӑ вӗсем. __Куславкка__ ҫывӑхӗнчи пӑра та хресченсене тӳлевсӗр паман тет — нӳхреп валли ан илччӗр тесе ятарласа хуралҫӑ тытнӑ.
Самана улшӑнчӗ те хисепӗ те халь урӑххисене пырса тивет — хыткукар баронсен мулне мухтаса чӑваш культурин чӑн-чӑн эткерӗ валли вырӑн сахаллансах пырать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |