Нумай пулмасть Чӑваш Ен ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов Патшалӑх канашӗн депутачӗсемпе пӗрле супермаркетсене ҫитсе курнӑ — кун пирки «Чувашия» ПТРК пӗлтерет.
Патшалӑх ырлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем чи малтан таварсен хакне тӗрӗсленӗ. Вӗсем тупса палӑртнӑ тӑрӑх юлашки вӑхӑтра ҫӑкӑрпа тип ҫу хакӗсем пысӑках мар пулин те ӳснӗ. Ҫавах туянакансен сунчӑкне ытлашши вӑйлах пырса тивмест тесе палартнӑ.
Малалла тӳре-шара вырӑнта ӳстерекен ҫимӗҫ епле сутӑннине пӑхса тухнӑ. Чӑн та, сӗт, пылак ҫимӗҫ, ҫӑкӑр тата кӑлпассисем сутлӑхра пур пулсан ытти йышши таварсем пачах та курӑнмаҫҫӗ. Ҫӗрулмиех илес — ӑна республикӑра пысӑк лаптӑкпа туса илеҫҫӗ пулин те супермаркетсенче кӳрсе килнине ҫеҫ сутаҫҫӗ. Лавкка хуҫисем ӗнентернӗ тӑрӑх — ҫимӗҫе туса илекен вырӑнти хуҫалӑхсем айӑплӑ, вӗсем килӗшӳсем тӑвассишӗн тӑрӑшмаҫҫӗ. Сергей Павлов хӑйӗн сӑмахӗнче вара пачах урӑх ӳкерчӗк пирки каласа пачӗ — супермаркетсем вырӑнти таварсемпе кӑсӑкланаҫҫӗ ҫеҫ иккен, килӗшӳ тума вӑхӑт ҫитсен ҫухалаҫҫӗ. Тата килӗшӗве алӑ пусма лавккасен тӗп офисӗ ырламалли те республикӑри хуҫалӑхсене пӗрре те ҫӑмӑллӑх памасть.
Ҫапла май юлашки вӑхӑтра супермаркетсем пӗчӗк лавккасене хӗссе республикӑра пахча ҫимӗҫ ӳстерекенсемшӗн пысӑк йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратни курӑнать. Ял хуҫалӑх министерстви вӗсемшӗн чӑн та тӑрӑшать пулсан ҫӑмӑллӑхсем пулаҫҫех пуль. Пахалӑх енчен вара пирӗн ҫимӗҫсем кӳрсе килнинчен пӗрре те начар мар. Йӳнӗрех те вӗсем.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |