Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__/_Чӑваш халӑх сайчӗпе__ __http://inset.chv.su_Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ__ шкул ачисене комикссен ҫӗнӗ ӑмӑртӑвне хутшӑнма йыхравлать. Хальхинчине **«Асамлӑ хӗҫ»** ят патӑмар.

Ӑмӑртӑва пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ҫӗр-шыв историне тӗпчесе тишкерес, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев латрасшӑн.

Конкурса 18 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр ӗҫе темиҫен пӗрлешӗнсе тума та юрать: пӗри, сӑмахран, сюжет хатӗрлет, тепри — хитре ӳкерет, виҫҫӗмӗшӗ калаҫу сӑмахӗсене йӗркелет.

Сюжет ҫӑлтӑрпа ҫыхӑнмалла. Комикс сюжетне уҫса пама 2 листаран (кашни А4 пысӑкӑш) кая мар усӑ курмалла. Хут листин пӗр енӗ таса юлмалла. Ӗҫе хатӗрленӗ май хуть те мӗнле техникӑпа усӑ курма юрать —кӑранташ, калем, фломастер, гуашь, пастель, кӑмрӑк кӑранташӗ т. ыт.

Ӗҫсене 2012 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 25-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Ҫӗнтерӳҫӗсене 2012 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ тӗлне палӑртӑпӑр. Ӑмӑртун тулли положенийӗпе __«Асамлӑ хӗҫ» комикс конкурсӗн йӗрке-шывӗ_**кунта**__ паллашма май пур.

Хатӗр комикссене сканерласа (енчен те ӑна алӑпа ӳкернӗ пулсан) comix@chuvash.org электрон адреспа ярса памалла. Кӗтетпӗр!

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кирек мӗнле ӗҫре те, уйрӑмах ҫӗннинче, питӗ асӑрхануллӑ пулмалла. Шухӑшламасӑр йышӑну тумалла мар. Тен, халӗ ӗҫе улӑштарас килӗ. Ҫакна шанчӑклӑ ҫынсем сӗнӗҫ. Анчах ан васкӑр, халӗ профессие улӑштарма лайӑх вӑхӑтах мар. Ахӑртнех, пурнӑҫа лайӑх енне улӑштаракан хыпар илтетӗр.

Ака, 12

1936
89
Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ.
1947
78
Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1963
62
Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ.
1976
49
Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй