__Патӑрьел районӗнчи__ __Сӑкӑт__ шкулӗнче пӗрремӗш класра вӗренекенсем паян Анюрова А.В. класс ертӳҫипе пӗрле Кӗнекесен тӗнчинче, тепӗр май каласан — вулавӑшра, хӑнара пулчӗҫ.
Пысӑк та хӑтлӑ залра капӑр стеллажсем ҫинчен пӗчӗк шӑпӑрлансем ҫине ҫӗршер те ҫӗршер кӗнеке йӑл-йӑл кулса пӑхаҫҫӗ пек: «Акӑ пирӗн ҫӗнӗ туссем ҫитрӗҫ! Килӗрех, иртӗрех! Атьӑр, паллашар, туслашар!», — тенӗ библиотека хуҫи. В.Н.Тестова ҫӗнӗ хӑнасене хапӑл туса йышӑнчӗ, кӑтартса, ӑнлантарса пачӗ — вулавӑшпа тӗплӗн паллаштарчӗ.
Мӗн тӗрлӗ кӗнеке ҫук-ши кунта! Ҫӳп-ҫӳхи те, мӑнтӑрри те, пӗчӗкки те, тем пысӑкӑшши те, тӗрлӗ тӗсли, тӗрлӗ ӳкерчӗкли... Кӗнекене шакӑртаттарса вулама пӗлекенсем те пур иккен ачасем хушшинче. Хӑшӗ-пӗри вуласа та кӑтартрӗ.
Хавас кӑмӑлпа таврӑнчӗҫ пӗрремӗшсем класа. Вулавӑш питӗ килӗшрӗ вӗсене. Кӗҫех акӑ, ҫӗнӗ сукмаксем те хывӑнӗҫ библиотекӑна. Ҫулӗ такӑр пултӑр, вулама юратакансен шучӗ чакса мар, ӳссе пытӑр!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |