Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ӗнер, авӑнӑн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтепӗрӗ __Михаил Игнатьев__ __Элӗк районӗнче__ пулнӑ. Кун пирки республикӑн официаллӑ сайчӗ пӗлтерет. Хӑнасем районта «Меркурий» бизнес-инкубатора уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. «Ҫавра сӗтел» мелӗпе пӗчӗк тата вӑтам усламлӑха аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ. Бизнес-инкубатора уҫнӑ май Михаил Игнатьев тин кӑна ӗҫе пуҫӑнакан усламҫӑсем валли кунта мӗн кирли пурте пурри пурки палӑртнӑ.

«Ҫак ҫурта ҫӗклесе лартма патшалӑх 38 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен Чӑваш Енри 2012 ҫулта пӗчӗк тата вӑтам усламлӑха аталантарма 523 миллион тенкӗлӗх пулӑшу парса тивӗҫтернӗ. Кашни ҫулах ҫак пулӑшу ӳссе пырӗ. Ҫаксене пурне те пӗр тӗллеве тӗпе хурса йӗркелесе пыраҫҫӗ — районсенче пысӑк технологиллӗ ӗҫ вырӑнӗсем, республикӑра кирлӗ пек ӗҫ укҫисем ӳссе пыччӑр тесе. Ҫавна май Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин лартнӑ тӗллев — Чӑваш Енре пӗчӗк тата вӑтам усламлӑха пӗр тан аталанса пыма условисем туса парасси активлӑ пурнӑҫланса пырать», — пӗлтернӗ Михаил Васильевич.

__Элӗк районӗнчи__ бизнес-инкубатор ҫуртӗнче 35 усламҫӑ офисӗ вырнаҫӗ. Вӗсем 3 ҫул хушши ҫӑмӑл майпа ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Хальлӗхе 19 ҫын заявка тӑратнӑ. Кун пек бизнес-инкубаторсем Чӑваш Енре пиллӗк. Ҫакӑн йышшисемех тата икӗ районта хута яма палӑртаҫҫӗ.

Ҫӗнӗ ҫуртра Михаил Игнатьев пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантарас ыйтупа пухӑннисемпе «ҫавра сӗтел» хушшинче калаҫу ирттернӗ. «Анчах ӗҫлеме кӳлӗннӗ вӑтам тата пӗчӗк предприятисем паян пирӗнтен пулӑшу кӗтеҫҫӗ. Ку йывӑрлӑха шӑпах бизнес-инкубаторсем тивӗҫ. Куллен сиксе тухакан йывӑрлӑхсенчен хӑтӑлма бизнес-планӗсене, юридици адрӗсӗсене, ӗҫ вырӑнӗсене тата ытти япаласене те вӑхӑтра татса пама пулӑшӗҫ», — тесе палӑртнӑ республика Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев.

2011 ҫулта федерацин пӗтӗмӗшле статистикине пӑхас пулсан Чӑваш Енре пӗр пин ҫын халӑх пуҫне хӑй тӗллӗн аталанса пыракан 32 усламҫӑ тивет. Раҫҫейри вӑтам шайрипе илес пулсан ку, паллах, пысӑк кӑтарту. Регонсем хушшинче Атӑлҫи федераци округӗпе лайӑххисем шутӗнче.

Чӑваш Енӗн Суту-илӳ промышленноҫӗн президенчӗ Игорь Кустарин пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑсен йывӑрлӑхӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Квалификациллӗ кадрсем ҫитменнине палӑртнӑ. Канашлу вӑхӑтӗнче Элӗк районӗнчи пӗчӗк тата вӑтам усламлӑхӑн ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсене тишкернӗ.

Авӑнӑнн 1-мӗшӗ тӗлне __Элӗкре__ пурӗ 585 пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑ шутланать. Усламлӑхпа ҫыхӑннӑ пӗчӗк тата вӑтам предприятисен структуринче ял хуҫалӑх сфери 38,6 процент, ҫурт-йер тӑвӑмӗ — 19,3, суту-илӳ тата обществӑлла апатлану 12,3 процент йышӑнать. Ытларах пайӗ ял хуҫалӑх енӗпе ӗҫлет.

__http://gov.cap.ru/home//49/album/2012/20120919%5falikovo/index.htm_**Сӑнсем**__ (29)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кирек мӗнле ӗҫре те, уйрӑмах ҫӗннинче, питӗ асӑрхануллӑ пулмалла. Шухӑшламасӑр йышӑну тумалла мар. Тен, халӗ ӗҫе улӑштарас килӗ. Ҫакна шанчӑклӑ ҫынсем сӗнӗҫ. Анчах ан васкӑр, халӗ профессие улӑштарма лайӑх вӑхӑтах мар. Ахӑртнех, пурнӑҫа лайӑх енне улӑштаракан хыпар илтетӗр.

Ака, 12

1936
89
Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ.
1947
78
Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1963
62
Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ.
1976
49
Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та