__Елчӗк районӗнчи__ «Улӑп» сывлӑхпа вӑй-хал культурин комплексӗнче «Ташлакан шкул» проекта пурнӑҫа кӗртес енӗпе фитнес-аэробика семинарӗ иртнӗ. Ӑна педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, республикӑри спорт аэробикипе фитнес федерацийӗн президенчӗ О.Вербина ирттернӗ.
Семинара __Чӑваш Тӑрӑмӗнчи__, __Тӗмерти__, __Шӑмалакри__, __Хӑвӑлҫырмари__, __Кӗҫӗн Таяпари__, __Кивӗ Эйпеҫри__, __Патреккелӗнчи__, __Ҫуткӳлӗнчи__, __Елчӗкри__, __Аслӑ Елчӗкри__, __Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи__, __Курнавӑшри__, __Кушкӑри__, __Ҫӗнӗ Пӑвари__ вӑтам шкулсенчи, Елчӗкри ачасен ӳнер шкулӗнчи, «Илемпи», «Хӗвел» ача пахчисенчи специалистсем хутшӑннӑ. Семинарӑн тӗп тӗллевӗ — фитнес-аэробика вӗренӳ заведенийӗсенче ирттерекен вӑй-хал культурин урокӗсене явӑҫтармалли майсенчен пӗри. О.Вербина теори ыйтӑвӗсемсӗр пуҫне практика занятине те ирттернӗ. Занятисем иртнӗ хыҫҫӑн семинара хутшӑннисем сертификат, ҫавӑн пекех «Фитнес тата сывлӑх», «Маҫтӑр» фитнес-аэробикӑпа лекцисен курсӗ» вӗренӳ пособийӗсем, курмадисксем те илнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |