__Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи__ Урхас Кушкӑ ял вулавӑшӗ хӑтлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ, ҫулталӑк хушшинчекенеке вулама кунта 630 ҫын ытла ҫӳрет — __Урхас Кушкӑран__, __Йӗрӗх Ҫырминчен__, __Тури Упакассинчен__. 1975 ҫулта йӗркеленнӗ вулавӑшра темиҫе клуб ӗҫлет: «Асӑм», «Солнышко», «Колосок», «Подворье».
Нумай пулмасть «Колосок» клубӑн пайташӗсем __Мӗшӗлте__ хӑнара пулчӗҫ — ку ялта Данилова З.Ф. пурӑнать, упӑшкипе пӗрле хӑйӗн килӗнче тӗрлӗ чӑх-чӗп ерчетет. Каласа хӑварас пулать, Зинаида Фоминична Урхас Кушкӑ ял вулавӑшне час-часах ҫӳрекен вулавҫӑ, ҫавӑнпа та клуб пайташӗсем ӑна лайӑх пӗлеҫҫӗ.
Даниловсен картинче мӗнле кӑна кайӑк ҫук пулӗ? Тӗрлӗ тӗслӗ чӑхсем, кӑркка, кӑвакал, цесарка... — пурне те каласа тухас та ҫук. Чи юратнисем вара — ылтӑн тата кӗмӗл тӗслӗ хир чӑххисем. Кил хуҫисем каласа панӑ тӑрӑх вӗсем тахҫанах турткӑш туянасшӑн пулнӑ — нумай пулмасть ҫак кайӑк вӗсен картинче вырӑн тупнӑ та иккен. Хальлӗхе аҫи кӑна, кӑштахран амине те илсе килесшӗн.
Кайӑк-кӗшӗкпе хур-кӑвакала епле ӳстермеллине, вӗсене мӗнле пӑхмаллине Даниловсем кӗнекесемпе журналсенчен вӗренеҫҫӗ иккен, «Приусадебное хозяйство», «Сельская новь» журналсене кашни ҫулах ҫырӑнса илеҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |