__Ҫӗнӗ Шупашкарта__ ача пахчи шучӗ ӳсрӗ — «Маленькая страна» (чӑв. «Пӗчӗк тӗнче») ятлине паян уҫрӗҫ. Мероприятие республика Элтепӗрӗ __Михаил Игнатьев__ та хутшӑнчӗ. «~~Ҫитес ҫул Ҫӗнӗ Шупашкарта тата тепӗр ача пахчи хута яма палӑртса хунӑ. Шансах тӑратӑп, ку ӗҫе те строительсем хӑйсем ҫине илнӗ яваплӑха вӑхӑтра пурнӑҫласса. Хулара тата та 160 хушма ача сачӗн вырӑнӗсем пулӗҫ. Ҫакна кура, 160 ҫемье ырӑ пулӑмшӑн савӑнма пултарӗ~~», — терӗ Михаил Васильевич хӑйӗн сӑмахӗнче. Элтепӗр парне пама та манмарӗ — 34 ҫӗнӗ вырӑн йӗркелеме ача пахчине 480 пин тенкӗлӗх свидетельство парнелерӗ.
240 ача йышӑнма пултаракан вӗренӳ учреждение 2011 ҫулта хӑпартма пуҫланӑ, пурӗ 104 миллион тӑкакланӑ. 2 хутлӑ ҫурта паянхи кун ыйтакан хӑтлӑха тӗпе хурса туса лартнӑ — кунта бассейн та пур, спорт пӳлӗмӗсем темиҫе. Вӑйӑ пӳлӗмӗсем теттесемпе пуян — туп тулли вӗсем кунта.
Ача пахчине уҫни пурин кӑмалне те ҫӗклерӗ — ашшӗ-амӑшӗсенне те, ачасенне те.
__http://gov.cap.ru/home/49/album/2012/20120927%5fdsad/index.htm_**Сӑнсем**__ (42)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |