«Сӑмахсар — алфавитпа йӗркеленӗ Тӗнче...», — ҫапла каланӑ Франци ҫыравҫи Анатоль Франс. Чӑн та, сӑмах кӗнекине пӑхсан эпир унӑн пӗлтерӗшне те, ӑна епле ҫырмаллине те, вӑл епле сӑпатланнине те пӗлме пултаратпӑр.
Нумай пулмасть __Канашри__ 6-мӗш шкулта вӗренекен тӑххӑрмӗшсемшӗн кил-йыш вулавӗн библиотекинче, учрежденин 3-мӗш уйрӑмӗнче «Сӑмах кӗнекисемпе сӑмах пуххисем» ятпа ятарлӑ урок иртрӗ.
9-мӗш класра ӑс пухакансене вулавӑш заведующийӗ Игнатьева Г.Н. сӑмахсарсемпе епле усӑ курмалли пирки каласа пачӗ: сӑмахӑн пӗлтерӗшне епле тупмалла, термин ӑнлавне мӗнле пӗлмелле, справочниксемпе епле усӑ курмалла. Ку пӗлӳ, паллах, ачасене ҫитес вӑхӑтрах кирлӗ пулӗ — вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнӗ май, тен, хӑшӗсем, шкула хӑварса ятарлӑ пӗлӳ илме те кайӗҫ, унта вара сӑмахсарсемпе усӑ курма пӗлни вӗренӗве ҫӑмӑллатӗ. Ҫавӑнпах ӗнтӗ тӑххӑрмӗшсем заведующий сӑмахне тимлӗн итлерӗҫ, сӑмахсене тупма вӗренчӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |