Авӑнӑн 30-мӗшӗнче __Йӗпреҫ районӗнчи__ __Пучинке__ тӑрӑхӗнче «Камай уйӗнчи вӑйӑсем» иртеҫҫӗ. Ҫак кун республика шайӗнчи виҫӗ мероприятии иртмелле.
Пӗрремӗшӗ — «Камай уйӗн урхамахӗсем» ятлӑ хресчен лашисен ӑмӑртӑвӗ, вӑл кӑҫал вунулттӑмӗш хут иртет. Кунта куракансем юланутҫӑсем 1 ҫх та 330 метр тӑршшӗ чупнине курма пултарӗҫ. Ҫакӑнтах йывӑр туртакан лашасен ӑмӑртӑвӗсем иртӗҫ, вӗсен пӗр тонна тиенӗ урапана 120 метр тӑршшӗне вӑхӑтпа туртса тухмалла, тата 30 метр тӑршшӗне чи йывӑр урапа туртса тухассипе кӗрешӗҫ. Кӑҫал «Камай уйӗн урхамахӗсем» программине ҫӗнӗлӗх кӗртнӗ: ятарласа хатӗрленӗ ипподромра юланутҫӑсен ӑмӑртӑвӗсем иртӗҫ, кунта хытӑ чупакан лашасем ӑмӑртӗҫ.
Ҫакӑнпа пӗрлех Камай уйӗнче Республикари ял тӑрӑрӑхӗсен ушкӑнӗсен VI-мӗш Спартакиади иртӗ. Унӑн программине ҫак ӑмӑртусене кӗртнӗ: пӗр пӑт таякан пукана хапха урлӑ пересси, 80 кг таякан мишукпа чӗркуҫленсе ларасси тата сӑрт тӑрӑх чупасси.
Ҫав вӑхӑтрах Республикари вырӑнти хӑйтытӑмлӑх пуҫлӑхӗсен V-мӗш кунӗ иртет. Кунта вара волейбол тата футбол ӑмӑртӑвӗсем, эстафета тата сухаҫӑсен ӑмӑртӑвӗ иртӗ.
**Пурне те авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Камай уйӗнчи вӑйӑсене» чӗнетпӗр. Ӑмӑртусем 11 сехетре пуҫланаҫҫӗ.**
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |