Паян — пӗтӗм тӗнчери учительсен кунӗ. __Хырхӗрри__ тӗп шкулӗнче ҫак уява вӗрентекенсемпе пӗрле ачасем те чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Ирех шкулти коридора уяв ячӗпе кӑларнӑ стена хаҫачӗсем илем кӳчӗҫ, вӗсемпе чылайӑшӗ кӑткӑсланчӗҫ. Уроксене паян «ҫӗнӗ вӗрентекенсем» — аслӑ классенче вӗренекенсем — ирттерчӗҫ. Каярахпа культура ҫуртӗнче савӑнӑҫлӑ уяв концерчӗ пулчӗ. Ӑна шкул ачисемпе культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем лартса пачӗҫ. Ҫак кунах __Комсомольски__ салинче савӑнӑҫлӑ пуху пулса иртрӗ. Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн районти вӗрентекенсене тӗрлӗ шайри хисеп хучӗсем парса чысларӗҫ, вӗсемпе пӗрле пилӗк вӗрентекене республикӑри Газпром пӗрлешӗвӗн пуҫлӑхӗ К.С.Мифтахутдинов укҫан преми парса хавхалантарчӗ.
Кӑшт каярах Хырхӗрри тӗп шкулӗн вӗрентекенӗсем кӳршӗ __Елчӗк районӗнчи__ __Ҫуткӳл__ тӗп шкулӗнчи ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ, пӗр-пӗрин ӗҫ-хӗлӗпе паллашрӗҫ. Малашне те ӗҫлӗ ҫыхӑну тытса тӑма калаҫса татӑлчӗҫ. Уяв ҫӳллӗ шайра иртрӗ тесен те пӗртте йӑнӑш пулмасть пуль.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |