Шупашкарта пурӑнакансем комуналлӑ пулӑшусемшӗн тӳлемелли тӗлентермӗш хутсем илнӗ. Ҫӗнӗ квитанцисем ҫинче ҫыннӑн ячӗпе хушамачӗ те, вӑл ӑҫта пурӑннине те ҫырман. Ҫав хушӑрах мӗнле счет ҫине тата мӗн чухлӗ укҫа куҫармаллине лайӑх кӑтартнӑ. Анчах та укҫа илекенни ку ҫурт-йӗре тытакан компанин мар. Хут ҫинчи счет укҫана Чӗмпӗрти уйрӑм компанине куҫармалли пулнӑ иккен.
Чылайӑшӗ тимлӗхе ҫухатман, суя хут иккенне тӳрех ӑнланса илнӗ. Киревсӗр хӑтланакансем хӑйсен вӑрттӑн ӗҫне ахальтен пуҫламан. __Шупашкарта__ пурӑнакансене комуналлӑ пулӑшусемшӗн авӑн уйӑхӗнче ярса панӑ квитанцисем ҫӗнӗлле курӑннипе усӑ курса вӑрӑсем почта ещекӗсене суя хутсем ярса ҫӳренӗ. Халӗ комунальщиксем пурне те ҫакӑн пек хутсенчен асӑрханма ыйтаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |