Иртнӗ шӑматкун __Тӑвай районӗн__ шахматисчӗсемпе __Йӗпреҫ районӗн__ командисем хушшинче тӗлпулу-матч иртрӗ.
Туслӑх матчне 10 хӑма ҫинче йӗркелерӗҫ (шӑп ҫавӑн чухлӗн килнӗ хӑнасем — 9 каччӑ та 1 хӗр). 30-шар минутлӑ регламентпа шахматҫӑсем икшер парти вылярӗҫ. Район чысне И.Соловьев (1-мӗш хӑма), Ю.Арестов, К.Григорьев, Г.Соловьев, В.Пастухов, А.Шишов, Н.Кондратьев, В.Дмитриев, А.Афанасьев тата Е.Фомина хӳтӗлерӗҫ. Тӗлпулу вӗҫленнӗ хыҫҫӑн тӑвайсем 14,5:5,5 шутпа ҫӗнтерни паллӑ пулчӗ. В.Пастухов, А.Шишов, Н.Кондратьев, В.Дмитриев, А.Афанасьев харпӑр хӑй хӑми ҫинче хӑнасенчен 2-шер очко илме пултарчӗҫ. Ыттисем очкосене ҫурмалла пайларӗҫ. Йӗпреҫсем япӑх мар выляҫҫӗ, ҫакна пирвайхи 4 хӑма ҫинчи тӗлпулусем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Хӑнасем кунта тӑвайсенчен ҫур очко ытларах та пуҫтарчӗҫ (4,5:4,0).
Тӗп вӑйӑсем хыҫҫӑн 5-шер минутлӑ икӗ партирен тӑракан блиц пулчӗ. Блицра та тӑвайсем ӑнӑҫлӑ вылярӗҫ.
Ҫак тӗлпулӑва Эдуард Сергеевич Николаев (__Йӗпреҫ__) ветеран йӗркеленӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл тӑвайсене __Йӗпреҫе__ йыхравларӗ — кунта вӗсене чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ иккен.
Ҫак эрнере, юпан 27-мӗшӗнче, Тӑвая __Вӑрмар районӗн__ шахматисчӗсем килӗҫ. Ҫакӑн пек тӗлпулу-матчсем тӑвайсен ӑсталӑхне ӳстерме, шахтамҫӑсен туслӑхне ҫирӗплетме пулӑшни пирки вӗсем пӗрре те иккеленмеҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |