Паян Чӑваш халӑхӗн аслӑ вӗрентӳҫине __Иван Яковлевич Яковлева__ асӑнмалли кун. Вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 82 ҫул ҫитрӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх паян патриархӑмӑрӑн __Шупашкарти__ палӑкӗсем умне чечексем хучӗҫ. И. Яковлев ӗҫӗсем пӗлтерӗшне паян кун та ҫухатман. Вӑл чӑваш халӑхне ҫырулӑх панӑ. 1868 ҫулта йӗркеленӗ __Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнчен__ ҫӗр-ҫӗр учитель вӗренсе тухнӑ. 1872 ҫулта кӑларнӑ букварь халӑх кӗнеки пулса тӑнӑ. Вӗрентекенӗмӗр ҫырса хӑварнӑ халал паянхи куншӑн та пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Патриархӑмӑра халалланӑ ӗҫ-пуҫа Республикӑри чӑвашсем анчах мар, тулашри ентешсем те ирттереҫҫӗ. Вӗрентекенӗмӗр тӑван ялӗнче __Тутарстанри__ __Кӑнна Кушкинче__ 1998 ҫулта Иван Яковлевич Яковлев музейне уҫнӑ, часовня пур. __Шупашкарта__ ун ячӗпе университет, урамсем хисепленсе тӑраҫҫӗ.
Яковлевӑн сӑваплӑ та пархатарлӑ ӗҫӗ вилӗмсӗр. Малалла та ӑна упраса, аталантарса пырасчӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |