Кун варринчех __Шупашкарти__ банкран 200 пин тенке яхӑн ҫаратса кайнӑ. ШӖМ-ӗн пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх пӑтӑрмах пирки банк ӗҫченӗсем шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Кӑнтӑрла иртсен палламан арҫын касса патне пынӑ, укҫасене илнӗ те тарса ҫухалнӑ. Ҫав укҫана урӑх клиента алла пама хатӗрленӗ пулнӑ. Ултавҫӑ арҫын черетсӗр касса патне пынине пула банк ӗҫченӗ ӑна укҫа-тенке тыттарса янӑ.
Пӑтӑрмах пулса тухнӑ ҫӗре тӳрех полици уйрӑмӗн шырав ушкӑнӗ тухнӑ. Шупашкарти №4-мӗш номерлӗ полици уйрӑмӗнчи аслӑ участковый Алексей Никифоров ҫав вӑррӑн сӑмах сӑн-сӑпатне илсен хӑйӗн районӗнче пурӑнакан пӗр арҫынна палласа илнӗ. Кӗҫех йӗрке хуралҫи __Шупашкарта__ пурӑнакан 58 ҫулхи арҫынна тытса чарнӑ. Ӑна банкран 196 пин тенкӗ вӑрланӑ тесе айӑплаҫҫӗ, пуҫиле ӗҫ пуҫарса янӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпнӗ йӑлтах йышӑннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |