__Шупашкарти__ 500 ҫуллӑх паркӗнче велоспорт центрне тума тытӑннӑ. Эрнекун, юпан 26-мӗшӗнче, пулас спорт комплексӗнче Чӑваш Республикин вӑй-хал культурин, спортӑн тата туризм министрӗ __Сергей Мельников__ пулса курчӗ.
Спорт министрӗ каласа панӑ тӑрӑх кунта пысӑк комплекс пулмалла: шывра ишме икӗ бассейн, 60 вырӑнлӑ хӑна ҫурчӗ, конференц-зал, чи ҫӗнӗ меслетсемпе ӗҫлекен сывлӑха ҫирӗплетекен медицина центрӗ, уҫӑ велодром, 7 ҫухрӑмлӑ унлӑлла ҫул тата ытти ӗскерсем. Уйрӑмах маутинбайк спортри ӑсталӑха ҫивӗчлетме кунта питӗ меллӗ пулӗ. «Раҫҫейӗн пӗрлӗхлӗ хӗрсен маунтинбайк командинче 70% — пирӗн ентешсем», — пӗлтерчӗ Сергей Мелников.
Министр хӑйӗн сӑмахӗнче ҫак комплекс ахаль ҫынсем валли те усӑллӑ пуласса шанчӗ — кунта велосипедпа канма условисем лайӑх пулӗҫ.
Велоспорт центрне «Спецстройкоммуникация» ТМЯО хӑпартать, ӑна 2014 ҫулта хута ямалла. Ҫак проекта пурнӑҫлама пурӗ 442 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ. Паянхи куна федераллӑ хыснаран 5 миллион куҫарнӑ та ӗнтӗ, ҫавӑн чухлех республика та уйӑрнӑ.
__http://gov.cap.ru/home/20/mauntinb%5fcenter/thumb.html_**Сӑнсем**__ (4)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |