__Шупашкарта__ Гайдар урамӗнчи общежитире пурӑнакан 38 ҫулхи хӗрарӑма РФ УК 109-мӗш статьян 3-мӗш пайпе килӗшӳллӗн (асӑрхануллӑ пулманран икӗ ҫын вилӗмӗ патне илсе пыни) айӑпласа суд умне тӑратӗҫ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх пушӑн 8-мӗшӗнче хӗрарӑм ирхи саккӑрта яланхи пекех ӗҫе пуҫтарӑнса тухса кайнӑ. Ҫывӑракан ывӑлне пилӗк ҫулхи тӑван хӗрӗпе пӗрле хӑварнӑ. Пӳлӗм алӑкне, паллах, тул енчен питӗрнӗ. Чӳречисем тимӗр решеткеллӗ пулнӑ. Инкеке хӗрарӑм электроплитана сӳнтерсе хӑварман. Ун ӑшшипеле вӑл ҫуса хунӑ кӗпе-йӗм типӗтнӗ. Кил хуҫи пулман вӑхӑтра япаласем плита ҫине ӳкнӗ, вут-ҫулӑм хыпса илнӗ. Ача-пӑчан пӳлӗмрен тухса тарма май килмен. Сӗрӗмпе чыхӑннипеле вӗсен пурнӑҫӗ татӑлать.
Ачасене кил хуҫи ҫав кунах вуннӑсенче ӗҫрен таврӑнсан тупать.
Хӗрарӑма хирӗҫ пуҫиле ӗҫ пуҫарса янӑ. Ӗҫ материалӗсене __Шупашкарти__ __Калинин районӗнчи__ суда ярса панӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |