14 ҫулхи ҫамрӑк пуйӑс айне лексе урасӑр юлнӑ. ШӖМ-ӗн ҫул-йӗр уйрӑмӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх пӑтӑрмах __Куславкка районӗнче__ юпан 30-мӗшӗнче 16:00 сехетре пулса тухнӑ.
Саккӑрмӗш класс шкул ачи пӗрле вӗренекен хӗрпеле вӗренӳ хыҫҫӑн киле таврӑннӑ. Чукун ҫул урлӑ каҫнӑ чух майӗпен пыракан пуйӑса асӑрханӑ. Ҫамрӑк хӗр умӗнче хӑйӗн «хӑюллӑхне» кӑтартма шут тытнӑ. Вӑл пуйӑс вакунӗнчен ҫакланса 20 метр яхӑн ярӑнса кайнӑ, анчах та ӳксе пуйӑс айне лекнӗ.
Пӑтӑрмаха пула ҫамрӑк чӗркуҫҫирен аялларах икӗ урасӑр юлнӑ. Халӗ вӑл сыватӑшра выртать.
Паянхи кун ЧР ШӖМ-ӗн транспорт ҫинче ӗҫлекен ҫул-йӗр уйрӑмӗн сотрудникӗсем тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ, куҫӑн курнӑ ҫынсене ыйтса пӗлеҫҫӗ, пӑтӑрмах пулса иртнӗ вырӑна пӑхса тухнӑ. Тӗрӗслев ӗҫӗсене вӗҫлесен процессуаллӑ йышӑну ҫирӗплетӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |