Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӳкӗн 1-мӗшӗнче __Красноармейски__ шкулӗн тӑван ен культурипе халӑх сӑмахлӑхӗн пӳлӗмӗнче «Кӑмӑл» вӗренӳ пӗрлешӗвӗнче хушма пӗлӳ илекен тата чӑваш поэзине кӑмӑллакан ачасемпе __Николай Янгер__ сӑвӑҫ тӗлпулу ирттерчӗ. Сӑлтавӗ те пысӑк. Ентеш поэтӑмӑр ҫак кунсенче 70 ҫулхи уявне паллӑ турӗ. Чи малтанах юбилярӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен районти централизациленӗ вулавӑшӑн тӗп библиотекарӗ С.А.Гурьева каласа кӑтартрӗ, хӑйӗн сӑмахне поэта халалланӑ мультимедиллӗ слайдсемпе пуянлатрӗ. Сӑвӑҫ вара презентаципе килӗшӳллӗн хӑйӗн сӑввисене вуласа пачӗ.

Юпа уйӑхӗнче пултаруллӑ ҫыравҫӑ Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗ сӗннипе «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат урлӑ районти шкул ачисем хушшинче хӑй ячӗллӗ ҫамрӑк сӑвӑҫсен литература конкурсне йӗркелерӗ. Ӑмӑртӑва 20 сӑвӑҫӑн 50 ытла хайлавне тӑратнӑ. Тӗлпулура Николай Ершов ҫак конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе те паллаштарчӗ. Сӑвӑҫ ячӗллӗ Премие (500 тенкӗ) Красноармейски шкулӗн 9-б класӗнче вӗренекен Александра Яковлева илме тивӗҫлӗ пулчӗ. Ӑна Н.Янгер ҫакна ҫирӗплетсе Диплом парса чысларӗ. Ку шкул ачисем хушшинче хавахалантару парнине илекенсем те пулчӗҫ. Вӗсем: Анастасия Харитонова (8-б), Мария Данилова (9-б), Анастасия Иванова (10 класс), Нина Кириллова (11-а) тата Кристина Семенова (11-а). Ҫак ҫамрӑк сӑвӑҫсене поэт хӑйӗн «Пурнӑҫ сӑпки» сӑвӑ кӗнекине парнелерӗ.

Тӗлпулӑва Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн председателӗ __Георгий Тусли__ те хутшӑнчӗ. Вӑл юбиляра литература пултарулӑхӗнчи ӳсӗмсемшӗн пӗрлӗх Хисеп хутне парса чысларӗ, юрӑ-ташапа савӑнтарчӗ.

«Кӑмӑл» вӗренӳ пӗрлешӗвӗн ачисем Николай Ершовӑн сӑввисене вуласа пачӗҫ. Ҫак пӗрлешӗвӗн ертӳҫи З.П.Михайлова сӑвӑҫӑн литературӑри иксӗлми талантне ҫамрӑксен тишкермеллине, унран сӑвӑ ҫырас ӑсталӑха вӗренсе пымаллине палӑртрӗ. Вӗрентекен поэтӑмӑра юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламларӗ, ырлӑх-сывлӑх, телей, ҫитӗнӳ сунчӗ.

__http://nesterjankas.ucoz.ru/photo/n%5fg%5fershov%5fjanger%5fkrasnoarmejski%5fshkulenche/15_**Сӑнсем**__ (23)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кирек мӗнле ӗҫре те, уйрӑмах ҫӗннинче, питӗ асӑрхануллӑ пулмалла. Шухӑшламасӑр йышӑну тумалла мар. Тен, халӗ ӗҫе улӑштарас килӗ. Ҫакна шанчӑклӑ ҫынсем сӗнӗҫ. Анчах ан васкӑр, халӗ профессие улӑштарма лайӑх вӑхӑтах мар. Ахӑртнех, пурнӑҫа лайӑх енне улӑштаракан хыпар илтетӗр.

Ака, 12

1936
89
Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ.
1947
78
Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1963
62
Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ.
1976
49
Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть