Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх республикӑри ҫынсен кӑҫалхи кӑрлачпа авӑн уйӑхӗсенчи вӑтам ӗҫ укҫи 16 503,90 тенкӗпе танлашнӑ. Атӑлҫи федераллӑ округри тӑрӑхсемпе танлаштарас пулсан ҫак кӑтарту Мӑкшӑпа (13 816,70) Мари Эл (15 405, 10) республикӑрисенчен тата Киров облаҫринчен (16 078,90) пысӑкрах. Чи пысӑк вӑтам ӗҫ укҫи вара — Тутарстанра, вӑл 22 295,80 тенкӗпе танлашать.

Ыттисенчен ытларах республикӑра укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнче (23 916 тенкӗ) ӗҫлекенсем, ҫурт-йӗр тӑвакансем (19 914) пулнине кӑтартать Чӑвашстат. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан ӗҫ укҫи пӗтӗмӗшле 12,4% ӳснӗ. Ҫак кӑтарту Перӗм енӗпе Чулхула облаҫӗнче сахал пулнине пӗлтернӗ — 7,4% тата 7,5% кӑна. Пенза облеҫӗпе __Тутарстанра__ вара — самай ӳснӗ: 13,9 тата 13,2%.

Вӑхӑтра тӳлемен ӗҫ укҫи калӑпӑшӗ паянхи куна 62 245 пин тенкӗпе танлашать иккен, кӑрлач уйӑхӗпе пӑхсан 21,4% чакнӑ.

Пӗлме: 1970 ҫулта Чӑваш Енри вӑтам ӗҫ укҫи 87 тенкӗпе танлашнӑ, вӑл вӑхӑтрах Мари Элте 96 тенкӗ, Мӑкшӑ Республикинче — 91 тенкӗ тӳленӗ. 1975 ҫулхи кӑтартусем: Чӑваш Енре — 113 тенкӗ, Мари Элпе Мӑкшӑ республикисенче — 124 тата 122 тенкӗ. 1985 ҫулта вӑтам ӗҫ укҫи 160 тенке ҫитнӗ, маларах асӑннӑ республикӑсенче — 168 тата 169 тенкӗне. 1990 ҫулта палӑртнӑ кӑтартусем: Чӑваш Енре — 237 тенкӗ, Мари Элте — 254 тенкӗ, Мӑкшӑ республикинче — 248 тенкӗ. Чи пӗчӗк укҫа илекенсем шутне ҫавӑн пекех Пенза облаҫӗ кӗнӗ — 251 тенкӗ. 1995 ҫулхи вӑтам ӗҫ укҫи пирӗн республикӑра 253 пинпе танлашнӑ, ҫав вӑхӑтра Чулхула облаҫӗнчисем 397 пин, Тутарстанрисем 428 пин илнӗ. Сахал илекенсем шутӗнче ҫавӑн пекех Мари Эл (254,4 пин), Пенза облаҫӗ (261 пин), Мӑкшӑ республики (276 пин) пулнӑ. 2000 ҫулта Чӑваш Енри вӑтам ӗҫ укҫи 1 196 тенкӗпе танлашнӑ. Ку вӑхӑталла Мари Элпе Мӑкшӑ республикисем пирӗнтен кая юлма пуҫланӑ — 1 164,8 тата 1 107, 6 тенкӗ. Пенза облаҫӗнчи вӑтам ӗҫ укҫи 1 258 тенке ҫитнӗ. 2003 ҫулта вӑтам ӗҫ укҫипе пирӗн республикӑна Мӑкшӑ республики иртсе кайнӑ — танлаштарма, 3 215 тата 3 251 тенкӗ. 2004 ҫулта Чӑваш ен вара, каллех, сахал ӗҫлесе илекенсен шутӗнче тӑваттӑмӗш вырӑна аннӑ (Мӑкшӑпа Пенза облаҫӗнчи ватам ӗҫ укҫи сахалтарах ӳснипе). 2007 ҫулта вӑтам ӗҫ укҫи пирӗн республикӑринчен Мӑкшӑ республикипе Мари Элте, ҫавӑн пекех Чӗмпӗр облаҫӗпе Пенза облаҫӗнче пӗчӗкрех пулнӑ. 2008 ҫултанпа Киров облаҫӗнчи лару-тӑру япӑхлана пуҫланӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кирек мӗнле ӗҫре те, уйрӑмах ҫӗннинче, питӗ асӑрхануллӑ пулмалла. Шухӑшламасӑр йышӑну тумалла мар. Тен, халӗ ӗҫе улӑштарас килӗ. Ҫакна шанчӑклӑ ҫынсем сӗнӗҫ. Анчах ан васкӑр, халӗ профессие улӑштарма лайӑх вӑхӑтах мар. Ахӑртнех, пурнӑҫа лайӑх енне улӑштаракан хыпар илтетӗр.

Ака, 12

1936
89
Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ.
1947
78
Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1963
62
Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ.
1976
49
Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем