Хальхи вӑхӑтра флеш-моб анлӑ утӑмсемпе пирӗн пурнӑҫа кӗрсе пырать. Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче шӑпах ҫакӑн пек пулӑма асӑрхарӑмӑр. Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн пӗрремӗш курс студенчӗсем активлӑ хутшӑнчӗҫ ҫак мероприятие. Вӗсен пултарулӑх ертӳҫи И.И. Иванов доцент ҫул кӑтартса йӗркелесе пычӗ уява. Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 123 ҫул ҫитнине халалланӑ ҫак пулӑма.
~~Катаран каҫ килсен каҫхи кунӑн мӗлки…~~
Ҫак сӑвӑ йӗркисенчен пуҫларӗ хӑйӗн сӑмахне __Ҫеҫпӗл Мишши__. «Чим-ха, поэтӑмӑр ҫӗре кӗнӗ-ҫке», — текен шухӑш пырса ҫитрӗ. Унтан, витӗререх пӑхсан ҫеҫ, Ҫеҫпӗл пулманнине асӑрхатӑн. Пӗрремӗш курс студенчӗ — Владислав Московцев иккен. Сӑн-питӗнчен те касса лартнӑ Ҫеҫпӗл., тыткаларӑшӗ унӑнах тейӗн. Студентсем Ҫеҫпӗл сӑввисене вуласа пӗтерсен, факультет деканӗ, __В.Г. Родионов__ профессор, сӑмаха малалла тӑсрӗ. Малтанах ҫакӑн пек чаплӑ уяв туса парса чуна савӑнтарнӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗ. «~~Ҫеҫпӗл Мишши чӑваш пурнӑҫӗшӗн хӗрӳ ҫуннӑ поэт~~», — терӗ профессор. Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ В.А. Иванов профессор Ҫеҫпӗл пурнӑҫӗнчи пӗр тапхӑр пирки каласа пачӗ. «~~Ҫеҫпӗл Мишшие халалласа 20 ҫул каялла __Теччӗ районне__ йӗлтӗрпех кайса килнӗччӗ~~», — тесе палӑртса хӑварчӗ В.А. Иванов.
«~~Ӑмӑтр кайӑк вӗҫет ай тӳпере~~» юрра вӗрентекенсемпе пӗрле курма пухӑннӑ студентсем те шӑрантарчӗҫ. Ҫакӑнпа вӗҫленчӗ пирӗн пӗчӗк уяв — хальхилле каласан флеш-моб.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |