__Вӑрмар__ хӗрачи Google ирттерекен «Дудл для Google» ӑмӑртӑван ҫурмафиналне тухнӑ. Аннета Прохорова ӳкернӗ ӗҫ конкурсӑн икӗ тапхӑрӗ урлӑ тухнӑ — халӗ халӑх сасӑлавне хутшӑнать. Эсир пулӑшсан — чӑн та ҫӗнтерӳҫе тухма пултарӗ — __http://www.google.ru/doodle4google/finalists.html#d=d1-8_**сасӑлӑр**__!
Ӑмӑртӑва хутшӑнакан ачасен Google шыравҫӑ тӗп страницин уяв кунӗсен логотипне ӳкермелле пулнӑ. Ҫичӗ ҫулхи Аннета хӑйӗн ӗҫӗнче чӑвашлӑха сӑнласа панӑ — пурнӑҫ йывӑҫҫи, хӑмла ҫырли, виҫӗ хӗвел. Ҫавӑнпах пулӗ унӑн ӗҫӗ ятарлӑ хаклавҫӑсен кӑмӑлне кайнӑ — малтан ӑна чи лайӑх 100 ӗҫ шутне кӗртнӗ, кайрантарах, вунӑ ӗҫе суйланӑ чухне те ҫак ӗҫ малтисен шутне лекнӗ. Ҫурмафинала тухнисене пурне те Мускав чӗнсе илӗҫ — унта вӗсене парнесемпе тивӗҫтерӗҫ.
Финала пӗр ӗҫ кӑна тухма пултарать — ҫавӑнпа та эсир сасӑласа пулӑшсан аван пулӗччӗ. Сасӑлав чӳкӗн 22-мӗшӗччен тӑсӑлать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |