Ӗнер __Каҫал ен (хаҫат)_«Каҫал ен»__ хаҫатӑн черетлӗ паллӑ кунӗ пулнӑ — унӑн **10000-мӗш** номерӗ кун ҫути курнӑ. Пӗрремӗш номерӗ вара «Паянхи сас» ятпа 1931 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче тухнӑ. Пархатарлӑ ӗҫе пуҫарса яракансем — Василий Митта, Яков Зверев, Фёдор Румянцев. 1932 ҫулта вӑл «Октябрь ялавӗ» пулса тӑнӑ, 1997 ҫултанпа – «Каҫал ен». Каянхи кун хаҫат эрнере икӗ хутчен тухать.
Этемшӗн кӑна мар, пичет кӑларӑмӗшӗн те самай пысӑк тапхӑрта, 81 ҫул хушшинче, хаҫатра район аталанӑвӗн историйӗ номерсерен ҫырӑнса пынӑ. Вӑл кӑна-и? Очерксемпе тӗрленчӗксенче пин-пин ҫын шӑпи тӗрленнӗ. Ӗҫ паттӑрӗсемпе сумлӑ ҫынсен, хисеплӗ ватӑсен, вӗренӳпе спортра маттур ачасен сӑнӗсемпе те паллашма пултарнӑ, пултараҫҫӗ те вулакансем.
«Каҫал ен» хаҫат ӗҫченӗсене, вулакансене, редакцие ҫырса тӑракансене, почта ӗҫченӗсене 10 000-мӗш номер тухнӑ ятпа ӑшшӑн саламлатпӑр.
~~**Каҫалсене асилтеретпӗр**: хальхи вӑхӑтра «Каҫал енӗн» ҫырӑнтару хакӗ — **199 тенкӗ те 80 пус**.~~
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |