__Шупашкарта__ пурӑнакан 44 ҫулхи хӗрарӑма РФ УК-ӑн 109-мӗш ст. 1 пайӗпе (асӑрханусӑр пулни ҫын вилли патне илсе пыни), 156 статьипе (амӑшӗ ҫул ҫитмен ачине кирлӗ евӗр пӑхманни, тертлӗ усрани) килӗшӳллӗн ывӑлӗн пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнишӗн айӑплаҫҫӗ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх чӳкӗн 14-мӗшӗнче амӑшӗ 5 ҫулхи ывӑлне хваттерӗн зал пӳлӗмӗнче питӗрсе хӑварнӑ, хӑй вара __Ҫӗнӗ Шупашкара__ паллакан арҫын патне хӑнана тухса кайнӑ. Пӗчӗк шӑпӑрланӑн куҫӗ начар курнӑ, иккен, куҫ енӗпе вӑл сусӑр шутланса тӑнӑ. Хӗрарӑм пуҫа анратакан шӗвексемпе алхасса ачи пирки мансах кайнӑ, ӗҫке путнӑ. Киле тепӗр 3 талӑкран, чӳкӗн 17-мӗшӗнче анчах таврӑннӑ. Пепки ҫав вӑхӑта сивӗннӗ пулнӑ. Ачапча диванпа стена хушшине хӗсӗнсе ларнӑ иккен, тухаймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ӑна хула тулашне тухма юраман пирки хут ҫине алӑ пустарнӑ. Халлӗхе йӗрке хуралҫисем тӗрӗслев ӗҫӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ, амӑшӗ унччен ывӑлне мӗнле усранине ыйтса пӗлеҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |