Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттернӗ __«Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература конкурсӗ_**«Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ»**__ литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума вӑхӑт ҫитрӗ. Ку интернет конкурса эпир ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗрентекенсене чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑклантарас, литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркелерӗмӗр.
Чи малтанах конкурса хутшӑннӑ кашни ачана, кашни ҫамрӑка, вӗсене вӗрентекен кашни вӗрентевҫе тав сӑмахӗ калас килет — сирӗнсӗр ҫак ӑмӑрту йӗркеленмӗ пулӗччӗ, пире, ӑмӑртӑва пуҫаракансене, хайлавӑрсемпе кӑмӑлӑмӑрсене ҫӗклемен пулӗччӗ. Тавах сире!
Кӑҫалхи ӑмӑртӑва чӑн та чаплӑ хайлавсем чылай килчӗҫ — пурте те тенӗ текех пичете юрӑхлӑ. Ҫавӑнпах хӑш-пӗр ӳсӗмсенче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма та йывӑр пулчӗ. Хӑш-пӗр автор вырӑнсӑр юлни пире самай пӑшӑрхантарчӗ, анчах, шел те, малти вырӑнсем пурӗ те улттӑ ҫеҫ (кашни ӳсӗмре) пулма пултараҫҫӗ-ҫке.
Малти вырӑнсене ҫаксем тухрӗҫ:
%blue%**6-7 классенчи ачасем:**%/blue%
1-мӗш вырӑн. **Анастасия Власова** (__Ҫӗнӗ Шупашкар__) ҫырнӑ «__/lib/haylav/5513.html_Ахтупайпа Вутӑшпи юратӑвӗ__» калав.
2-мӗш вырӑнсем: **Екатерина Григорьевӑн** (__Шупашкар__) __/lib/haylav/5625.html_«Ҫӑлтӑр ҫинче пулни»__ калавӗ тата **Хӗветӗр Елисӗ** (__Вӑрмар районӗ__, __Энӗшпуҫ__ шкулӗ) ҫырнӑ __/lib/haylav/5765.html_«Аркаш-космонавт е пӗр урок хушшинче ҫӗнӗ ҫӑлтар уҫни»__ калав.
3-мӗш вырӑн ҫак ачасене лекрӗ: __/lib/haylav/5675.html_«Асамлӑ ҫӑлтӑр»__ калава ҫырнӑ **Кристина Васильевӑна** (__Тӑвай районӗ__, __Тӑрмӑш__ шкулӗ), __/lib/haylav/5680.html_«Ҫутӑ ӗмӗт»__ калава ҫырнӑ **Надежда Козловӑна** (__Красноармейски__ шкулӗ) тата __/lib/haylav/5711.html_«Тав сана, Вӗҫекен турилкке тусӑм!»__ калавӑн авторне — **Руслан Моисеева** (__Вӑрмар районӗ__, __Шӑхаль__ шкулӗ).
%blue%**8-9 классенче вӗренекен ачасем:**%/blue%
1-мӗш вырӑн: **Алексей Васильевӑн** (__Вӑрмар районӗ__, __Энӗшпуҫ__ шкулӗ) __/lib/haylav/5701.html_«Асамлӑ Ҫӑлтӑрчӑк»__ калавӗ.
2-мӗш вырӑнсем: **Анна Артемьева** (__Элӗк районӗ__, __Чӑваш Сурӑм__ шкулӗ) ҫырнӑ __/lib/haylav/5706.html_«Ҫӑлтӑр ҫинчи ят»__ калав тата **Александр Тарасовӑн** (__Канаш районӗ__, __Энтрияль__ шкулӗ) __/lib/haylav/5645.html_«Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ»__ калавӗ.
3-мӗш вырӑн ҫак ачасене лекрӗ: __/lib/haylav/5584.html_«Ҫӑлтӑрсен чӗрӗлӗвӗ»__ калава ҫырнӑ **Наталия Дмитревӑна** (__Хӗрлӗ Чутай районӗ__, __Хусанушкӑнь__ шкулӗ), __/lib/haylav/5655.html_«Шанчӑк ҫӑлтӑрӗ»__ калава ҫырнӑ **Анастасия Харитоновӑна** (__Красноармейски__ шкулӗ) тата __/lib/haylav/5776.html_«Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт»__ калавӑн авторне — **Инесса Шашкинӑна** (__Элӗк районӗ__, __Мӑн Вылӑ__ шкулӗ).
%blue%**Ачасене пӗлӳ паракансем:**%/blue%
1-мӗш вырӑн **Зинаида Михайловӑн** (__Красноармейски__) __/lib/haylav/5798.html_«Алтӑр ҫӑлтӑр»__ калавне лекрӗ, 2-мӗш — **Галина Зотова** (__Хӗрлӗ Чутай районӗ__, __Штанаш__) ҫырнӑ __/lib/haylav/5726.html_«Ҫӑлтӑртан хӗр пулса тӑчӗ»__ юмаха, 3-мӗш — __/lib/haylav/5669.html_«Асамлӑ тӗлӗк»__ калав авторне, __Вӑрмар районӗнчи__ __Пысӑк Енккасси__ шкулӗнче вӗрентекен **Ирина Ивановӑна**.
%blue%**6-7 классенче вӗренекенсем:**%/blue%
1-мӗш вырӑн. **Анжелика Емельянова** (__Элӗк районӗ__, __Чӑваш Сурӑм__ шкулӗ) ҫырнӑ __/lib/haylav/5756.html_«Вӑрманти тӗлпулу»__ сӑвӑ.
2-мӗш вырӑнсем: **Дмитрий Романовӑн** (__Тӑвай районӗ__, __Турикас Тушкил__ шкулӗ) __/lib/haylav/5493.html_«Пултӑм ҫӑлтӑр тӗнчинче»__ сӑвви тата **Мария Яковлева** (__Элӗк районӗ__, __Вутлан__ шкулӗ) ҫырнӑ __/lib/haylav/5640.html_«Телей ҫӑлтӑрӗ»__ сӑвӑ.
3-мӗш вырӑна ҫаксем тухрӗҫ: __/lib/haylav/5848.html_«Ҫӑлтӑр патне кайса курни»__ сӑвӑ авторӗ **Светлана Савельева** (__Элӗк районӗ__, __Мӑн Ямаш__ шкулӗ), __/lib/haylav/5809.html_«Хӑнара»__ сӑвӑ ҫырнӑ **Диана Майорова** (__Хӗрлӗ Чутай районӗ__, __Штанаш__ шкулӗ).
%blue%**8-9 классем**:%/blue%
1-мӗш вырӑн __/lib/haylav/5627.html_«Мӑрӑлккапа Ҫутӑлкка»__ сӑвӑ авторне **Ирина Петровӑна** (__Муркаш районӗ__, __Йӳҫкасси__ шкулӗ) лекрӗ, 2-мӗш — __/lib/haylav/5616.html_«Манӑн ҫӑлтӑр»__ сӑвӑ ҫырнӑ **Ирина Тумашкинӑна** (__Канаш районӗ__, __Анаткас Уҫырма__ шкулӗ). Ку ӳсӗмре, шел те, 2 сӑвӑ ҫеҫ пулчӗ.
%blue%**Вӗрентекенсем**:%/blue%
1-мӗш вырӑн кӑҫал __/lib/haylav/5793.html_«Эпир ҫӑлтӑрлӑ йӑхран»__ сӑвва (**Любовь Шашкина**, __Элӗк районӗ__, __Мӑн Вылӑ__ шкулӗ) лекрӗ. 2-мӗш вырӑна __/lib/haylav/5612.html_«Хуркайӑк ҫулӗпе»__ (Алина Петрова, __Элӗк районӗ__, __Чӑваш Сурӑм__ шкулӗ) тата __/lib/haylav/5772.html_«Пултӑм эпӗ Марс ҫинче...»__ (Людмила Андреева, __Элӗк районӗ__, __Мӑн Ямаш__ шкулӗ) сӑвӑсем тивӗҫрӗҫ. 3-мӗш вырӑн вара **Светлана Никитинӑн** (__Патӑрьел районӗ__, __Пӑлапуҫ Пашьел__ шкулӗ) __/lib/haylav/5713.html_«Ҫӑлтӑрсем пуплеҫҫӗ чӑвашла»__ **Светлана Яруткинӑн** (__Хӗрлӗ Чутай районӗ__, __Хусанушкӑнь__ шкулӗ) __/lib/haylav/5570.html_«Сӑпайпипе Чӑнпатыр»__ сӑввисене лекрӗ.
Тепӗр пысӑках мар ушкӑн — %blue%10-11-мӗш классенче вӗренекенсем тата ҫамрӑксем%/blue%. Пысӑк мар ҫав вӑл, сӑввисемпе калавӗсене пӗрле хаклама тиврӗ.
1-мӗш вырӑн **Наталья Медведьева** (__Комсомольски районӗ__) хайланӑ __/lib/haylav/5786.html_«Арӑсланпа Сарине»__ сӑвӑллӑ юмаха лекрӗ. Маттур хӗр — кашни хайлавӗ ҫӑмӑллӑн вуланать! 2-мӗш вырӑна **Екатерина Степановӑн** (__Красноармейски__) __/lib/haylav/5760.html_«Ҫӑлтӑрсен ырӑлӑхӗ»__ калавӗ тивӗҫрӗ. 3-мӗш вырӑн __/lib/haylav/5840.html_«Петӗр Ҫимунчпа асамлӑ ҫӑлтӑр»__ калава лекрӗ, унӑн авторӗ — **Анна Евдокимова** (__Элӗк районӗ__, __Мӑн Ямаш__ шкулӗ).
Вулакансен кӑмӑлне кайнӑ хайлав — **Екатерина Ильинан** __/lib/haylav/5600.html_«Тӳпене вӗҫсе куртӑм»__ калавӗ. Пӗлме: ку номинацине вырӑн йышӑнман хайлавсем ҫеҫ лекме пултараҫҫӗ, ӑна палӑртма хайлав пирки миҫе шухӑн хушнине тата унпа миҫе хут паллашнине шута илетпӗр.
Тепӗр хут пурне те тав тӑватпӑр! Мала тухнисене — саламлатпӑр!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |