Чӑваш Енӗн малашлӑхӗ пысӑк ҫемьесенче. __Канаш районӗн__ __Чулкӑмака__ ялӗнче кун йышши ҫемьесем йышлӑ мар. Ҫавӑнпа та вӗсем хисепре. Пилӗк ачана ҫитӗнтерсе ура ҫине тӑратасси пысӑк яваплӑх.
Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Чулкӑмакара Викторовсен йышлӑ ҫемьи валли хӑпартнӑ уйрӑм ҫурта хуҫисене парнелерӗҫ. Ҫемьере 5 ача: 3 ывӑл та 2 хӗр. Кӗҫӗнни 3 ҫулта, асли нумаях пулмасть 18 тултарнӑ. Кил хуҫи «Граск» АХО-ра слесарь пулса ӗҫлет, арӑмӗ вара ялти «Гномик» ача сачӗнче вӑй хурать.
Кашни нумай ачаллӑ ҫемьесенни пекех Викторовсен те чи кӑткӑс ыйту — кил-ҫурт ыйтӑвӗ ялан пулнӑ. Вӗсен хӑйсен те пӳрт пур, анчах та лаптӑкӗ ҫителӗксӗр.
Ҫӗнӗ ҫуртӑн лаптӑкӗ 67,4 тв.м., электричество, газ, шыв кӗртнӗ. Ҫурта «Нумай ачаллӑ ҫемьесене кил-ҫуртпа тивӗҫтересси» программӑпа килӗшӳллӗн «ПМК-400» ТМЯО хӑпартса панӑ, Республика бюджетӗнчен 1 450,0 пин тенкӗ яхӑн усӑ курнӑ.
Ҫуртӑн ҫӑра уҫҫине парнелес ӗҫ-пуҫа уявласа ирттерчӗҫ. Викторовсен ҫемьине Константин Анатольевич Никоноров Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, Владимир Михайлович Максимов Вӑтакас Кибеч ял администрацийӗн пуҫлӑхӗ, Александр Егорович Ильин «ПМК-400» ТМЯО директорӗ саламларӗҫ.
Викторовсем Чӑваш Республикин патшалӑхне, __Канаш районӗн__ пуҫлӑхӗсене, строительсене хӑтлӑ ҫурт лартса панӑшӑн, нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшса тӑнӑшӑн тав турӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |