Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Чӗмпӗр облаҫӗнчи__ «Шевле» литература пӗрлешӗвӗн ӗҫне пуҫламӑшӗнченех хастар хутшӑнаканӑн, «Канаш» хаҫатӑн информаци пайӗн пуҫлӑхӗн, __Вӑрнар районӗнчи__ __Кушлавӑш__ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Елена Мустаевӑн «Аннесене каҫараҫҫӗ» пӗрремӗш кӗнеки кун ҫути курчӗ.

Проза кӗнеки авторӑн малтанхи парни. Унта кӗнӗ калавсемпе новеллӑсенче Елена Николаевна паянхи пурнӑҫра тӗл пулакан ҫивӗч проблемӑсене ҫӗклет: тӗрлӗ ҫын шӑпине, вӗсене канӑҫсӑрлантаракан ыйтусемпе ҫунат хуштаракан пулӑмсене ӗненмелле ҫырса кӑтартать. Кулӑшла калавӗсем уйрӑмах асра юлаҫҫӗ. Кӗнекене «Крахвине» повесть те кӗнӗ.

Кӗнекене РФ Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ __Анатолий Юман__ тата РФ Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ Анатолий Чебанов (виличчен кӗнекен ҫыру варианчӗпе паллашма ӗлкӗрнӗ) хак панӑ. «Вичкӗн куҫлӑ ҫыравҫӑ, алли те ӑста унӑн, чунӗ те ырӑ, ҫавна пула хайлавӗсем те ҫырла пек сӗткенлӗ», — тенӗ Анатолий Чебанов.

Чӑваш литературинче Елена Мустаева ҫӗнӗ ят. Ӗҫтешӗмӗре асамлӑ проза тӗнчинче хӑйӗ ҫирӗп вырӑнне тупма, вулакансен чӗрине малашне тата ҫӗнӗ кӗнекесемпе тыткӑнлама ӑнӑҫусем, хавхалану тата ырӑ кӑмӑл сунатпӑр.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 18

1910
115
Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ.
1918
107
Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ.
1930
95
Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1973
52
Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ.
1996
29
Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем