__Канаш районӗнчи__ __Вӑрман Алкаринкасси Ухман__ ялӗнче вырнаҫнӑ тӗслӗхлӗ вулавӑшра ҫӗнӗ кӗнекесен куравне йӗркелерӗҫ. Ялти вулавӑша ҫынсем ҫӳреме пӑрахман-ха — ҫӗнӗ кӗнекесене те кунта тухнӑ-тухман тенӗ пекех кӳрсе тӑраҫҫӗ.
Курав ҫӳлӗкӗсем ҫинче __Нелли Петровскаян__ «Тухатмӑш», А.Д. Хмытӑн «Леш тӗнчерен», __Порфирий Афанасьевӑн__ «Каҫхи кӑвайт», __Виталий Енӗшӗн__ «Суйласа илнисем», __Валентина Тараватӑн__ «Ēмӗтсем» кӗнекисене курма пулать.
Ҫавӑн пекех тӗрлӗ ӑрури вулакан валли кӑларнӑ кӗнекесем те сахал мар: ӳнерпе ҫыхӑннисем, шкул ачисен ӑнлантару словарӗ, акӑлчанла-вырӑсла словарь, ют чӗлхесен словарӗ, «Мясные салаты» (чӑв. «Аш салачӗсем») кӗнеке тата ыттисем. Вулавӑш ӗҫченӗсен шухӑшӗпе шкул ачисене уйрӑмах тӗрлӗ халӑх юмахӗсен кӗнеки кӑмӑла кайӗ.
Ялти тӗслӗхлӗ вулавӑш пурне те хапӑл кӗтсе илме хатӗр.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |