Ку конкурса йӗркелӳҫӗсем чӑвашсен пӗрремӗш букварӗ пичетленсе тухнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта пур ӳсӗмри ҫын та хутшӑнма пултарать: шкул ачисем те, мӑннисем те. Ушкӑнпа ҫырнӑ ӗҫсене те йышӑнаҫҫӗ.
**«Съешь же ещё этих мягких французских булок, да выпей чаю»** предложенире вырӑс алфавичӗн мӗн-пур саспаллийӗ вырнаҫнӑ. Кам та кам чӑваш алфавитӗнчи мӗн-пур саспаллипе (37) усӑ курса чӑвашла предложени ҫырса парать, ҫавна пысӑк %red%**ПАРНЕ**%/red% кӗтет.
1) Предложенире чӑваш алфавичӗн пур саспаллийӗ те пулмалла.
2) Камӑн илемлӗрех предложени пулать тата сас паллисен шучӗ чи сахалли (50-55 сас паллирен ытла мар!) — ҫав ҫӗнтерӳҫӗ пулать.
3) Предложенисене (Word 2007 форматпа ҫырнӑ) ҫирӗплетнӗ файлпа ҫак адреспа ярса памалла: __mailto:Majkl67@mail.ru_Majkl67@mail.ru__
Хӑвӑр ҫинчен пӗлтерме ан манӑр — хушамат, ят, ашшӗ ячӗ, миҫе ҫултине кӑтартӑр, ӑҫтан пулнине те туллин ҫырӑр. Хӑвӑрпа ҫыхӑнмалли телефона кӑтартма ан манӑр.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ — 2012 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
**Пурне те ӑнӑҫу сунатпӑр. Васкӑр!**
Ыйтса пӗлмелли телефон — **8-927-860-72-05** Евгений Александрович Майков
Шупашкар районӗ, Кӑшавӑшри вӑтам шкул.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |