__Чӑваш наци вулавӑшӗнче__ нумай пулмасть ҫӗнӗ пӳлӗм уҫӑлнӑ. Раштавӑн 6-мӗшӗнче хӑйӗн алӑкне уҫнӑ пӳлӗме наципе культура пӗрлӗхсен пухӑвӗсене ирттерме йӗркеленӗ, ячӗ те унӑн — «Наци культурисен залӗ». Кунтах тӗрлӗ куравсем, конференцисемпе семинарсем ирттерӗҫ. Тӗп тӗллевӗ — халӑхсен хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетесси, ытти халӑхсен культурипе паллаштарасси.
Паянхи куна илес пулсан кунта компьютер пур, курав ҫӳлӗкӗсем вырнаҫнӑ — унта кашни халӑх ентешлӗхӗ хӑйӗн экспозицине вырнаҫтарма пултарать.
Наци культурисен залне уҫнӑ ятпа ҫавра сӗтел те ирттерчӗҫ, унта вулавӑш директорӗ Роза Лизакова, этноссен тӗпчевҫи Виталий Иванов, Чечен Республикин Пуҫлӑхӗн Чӑваш Енри элчи Салман Майрукаев тата ыттисем сӑмах каларӗҫ. Ҫавра сӗтел ӗҫленӗ хушӑра Азиз Магеррам оглы Бадиров йӗркеленӗ «Азербайджан глазами фотохудожника» (чӑв. ~~Азербайджан фотоӳнерҫӗ курҫӗпе~~) курав ӗҫлерӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |