__Чӑваш кӗнеке издательстви__ кашни Ҫӗнӗ ҫул тӗлнелле ачасем валли паха парне ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ, тетте пек хитре те вӗр ҫӗнӗ кӗнекесем хатӗрлет. Ҫак кӗнекесем халӗ пирӗн шкул валавӑшӗнче те пур. Вӗсемпе пире шкул бииблиотекарӗ Любовь Германовна яланхиллех тӗплӗн паллаштарчӗ. Хамӑр ентеш __Елен Нарпи__ ҫырнӑ «Салтак тӳмипе Тал пиҫен» юмахсен пуххи ҫамрӑк вулакансене те, аслисене те килӗшӗтех. «Вӑрман шкулӗ» кӗнекери юмах пьесӑсене ятарласа кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли ҫырнӑ.
__Анатолий Тимофеев-Ыхра__, __Михаил Мерчен__ (Захаров), __Вӑрӑм Палюк__ (Владимир Рыбкин), Людмила Сорокина (Пурлушкина) хайлавӗсене пӗр кӑларӑма пухса хатӗрлекенӗ — Ольга Васильева. Унти сӑвӑсене ташӑ картине пӗрлештерекенни — вӗсенче ҫитӗнсе пыракан ӑрӑва ӗҫчен те тирпейлӗ, йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне пулӑшма, тӳрӗ кӑмӑллӑ пулма вӗрентни палӑрать. Никама та ятламасӑр, тӑван чӗлхепе, лӑпкӑн та кӑмӑллӑн. Тӗслӗхрен, М.Мерченӗн «Вӑрманти ташӑ» кӗнекене кӗртнӗ савӑ йӗркисем кашнинех килӗшет:
~~Хавǎрт иртрӗ каникул.
Ирех шкула каймалла.
Виҫӗ ҫухрǎм кашни кун
Сумка йǎтса утмалла
— Ан кай теҫҫӗ Ҫемене, —
Шкула хутла вӗренме.
— Ҫук, каятǎп тет Ҫемен
Сӗтӗрсен те вӗренпе.~~
Любовь Германовна пире сӑвӑ авторӗсемпе тата художникӗпе те теплӗн паллаштарчӗ. Тӗслӗхрен: «Салтак тӳмипе Тал пиҫен» кӗнеке авторӗ Елен Нарпи __Елчӗк районӗнчи__ __Вырӑскасси__ ялӗнче ҫуралса ӳснине, тӑван ялӗнчи шкула час-часах килсе ҫӗренипе пӗрлех вӑл Чӑваш кӗнеке издательствипе тачӑ ҫыхӑну тытнине те пӗлме пултартӑмар.
«Сире ҫак кӗнеке килӗшрӗ-и? Ӳкерчӗкӗсем кӑмӑла кайрӗҫ-и?» — тесе ыйтать вӑл ҫепӗҫҫӗн кашни вулаканран.
Людмила Васильева «Мулкач ҫемйи», Любовь Афлятунова «Халӗ эпӗ Айболит», кӗнекисене икӗ чӗлхепе кӑларнӑ. Вырӑсла тата чӑвашла. Куҫаруҫисем те — авторӗсем те хӑйсемех. Ҫак автосен чӗлхи ачасене ҫывӑх, тӳрех ӑнланмалла та евӗрлев сӑмахӗсемпе пуян.
Суйла кӑна — калавсем те, юмахсем те, сӑвӑсем те пур халӗ пирӗн вулавӑшра.
«Ӑслӑлӑх ҫуртне ҫӳресен, чӑваш кӗнекисене вуласан ӑс хуранӗ тулли пулӗ» — тет пире йӑл кулса Адюкова Любовь Германовна библиотекарь.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |