Раштавӑн 16–19-мӗшӗсенче Турцири Истамбулта Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 15-мӗш Аслӑ пухӑвӗ-курултайӗ иртӗ. __Чӑваш Республикинчен__ унта Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн делегацийӗ хутшӑнать, паян вӗсем ҫула тухрӗҫ.
Кӑҫал Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен пухӑвне ирттерме пуҫлани 20 ҫул ҫитет, ҫавӑнпа та курултай кунӗсенче ҫак уява та паллӑ тӑвӗҫ. Унсӑр пуҫне ҫамрӑк журналистсен тата тӗрӗк хӗрарӑмӗсен пӗрлешӗвне йӗркелеме палӑртнӑ. 2012 ҫулхи пухӑва пӗрремӗш хут Монголинчи тата калмӑксен делегацийӗсем явӑҫаҫҫӗ. Яланхи пекех курултай ӗҫне 1999 ҫулта __Шупашкарта__ йӗркеленнӗ Пӗтӗм тӗнчери финн-угор ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗ те хутшӑнать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |