__Шӑмӑршӑ районӗнче__ нумай пулмасть «Чӑваш пики — Илемлӗ Юрпике» ятпа илемлӗх ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Чаплӑ уяв каҫӗ «Шӑмӑршӑ район культурин аталану центрӗ» учрежденин концерт залӗнче пулчӗ.
Ӑмӑртӑва 18–25 ҫулхи хӗрсем хутшӑнчӗҫ. Хаклавҫӑсен умӗнче вӗсем чӑваш йӑли-йӗркине епле пӗлнипе, ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхӗпе тупӑшрӗҫ. Ҫавӑн пекех чӑваш халӑх тумӗпе те капӑрланса кӑтартрӗҫ.
Ӑмӑрту вӗҫленнӗ май ҫак пикесем мала тухрӗҫ:
- «Пултаруллӑ Юрпике»: **Чамеева Мария** (__Кивӗ Чукал ял тӑрӑхӗ__);
- «Илемлӗ Юрпике»: **Стратилатова Алёна** (__Мишер Палтиел ял тӑрӑхӗ__);
- «Ӗҫчен Юрпике»: **Полякова Любовь** (__Карапай Шӑмӑршӑ ял тарӑхӗ__);
- «Ӑста Юрпике»: **Кошкина Виктория** (__Пуянкасси ял тӑрӑхӗ__).
«Чӑваш пики — Илемлӗ Юрпике» ята вара **Смаева Ксения** (__Васан ял тӑрӑхӗ__) ҫӗнсе илчӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ пикесем, паллах, хаклӑ парнесемпе хисеп хучӗсемсӗр юлмарӗҫ. Эпир вӗсене пурне те ҫӗнтернӗ ятпа саламлатпӑр!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |