Ӗнер, раштавӑн 26-мӗшӗнче, __Шупашкарти__ Карл Маркс урамӗн 33-мӗш ҫурчӗ ҫине кунта 1952–1977 ҫулсенче чӑваш халӑх поэчӗ __Василий Давыдов-Анатри__ пурӑннине асра тытса асӑну хӑми ҫакрӗҫ.
Митинг иртрӗ — сӑмах тухса калакансем йышӗнче __Юрий Семендер__, __Анатолий Кибеч__, __Светлана Азамат__, __Раиса Сарби__, __Валентина Тарават__ ҫыравҫӑсем пулчӗҫ. Тӑванӗсен ятӗнчен Чӑваш Республикинчи Раҫҫей авторӗсен пӗрлӗхӗн инспекторӗ пулсан ӗҫлекен Нина Давыдова-Анатри тухса калаҫрӗ.
Асӑну хӑмине __Владимир Нагорнов__ кӳлепеҫӗ ӑсталанӑ. Укҫи-тенкине вара Чӑваш Енӗн культура министерстви уйрӑнӑ.
Митинг вӗҫленнӗ май пухӑннӑ халӑ асӑну хӑми ҫине чечексем хучӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |