Кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче чӑваш хӗллехи чи паллӑ уява, __Сурхурине__ уявлама пуҫлать. 19-мӗшӗнче вара ҫак уяв вӗҫленет.
Сурхури уявӗ вӑрӑма тӑсӑлать, хатӗрлӗнессе те малтанах пуҫлаҫҫӗ — ачасемпе ҫамрӑксем килӗрен киле ҫӳресе __Сурхури__ ирттерме хатӗр-хӗтӗр‚ ӗҫме-ҫиме‚ салат-хӑмла‚ кӗрпе-ҫӑнӑх пуҫтараҫҫӗ. Уяв кунӗнче юрланӑ, ташланӑ, юмӑҫ янӑ, картана кӗрсе сурӑх ури тытнӑ... Пӗрле апат ларса ҫинипе вара вӑл кун уяв вӗҫленнӗ. Тепӗр кунне ҫветке пуҫланнӑ. Эрнипех ҫӳренӗ вара.
Чӑваш халӑх сайчӗ сире пурне те Сурхури ячӗпе саламлать!
Чӑваш халӑхӗн хастарӗсем йӑлана кӗнӗ йӗркепе Сурхурине уявлама **кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче** (вырсарникун) «Ҫӑлкуҫ» хупаха пухӑнӗҫ, уява «Сӑвар» чӑваш наци культурин аталану центрӗ йӗркелет. Пуҫламӑшӗ — **12 сехетре**.
Пухура калаҫу та, юрӑ-ташӑпа савӑнасси те пулӗ. Шӳрпе пулӗ, килти сӑра. Чи пахи вара, паллах, хальхи лару-тӑрӑва сӳтсе явасси. Калаҫу хӗрӳ пуласса шанма пулать: Сурхурине уявлама Иван Христофорова, Виталий Станьяла, Анатолий Кипеча, Праски Виттине тата ытти паллӑ ҫынсене чӗннӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |