Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Паян ирхине, кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче, пирӗнтен паллӑ историк __Димитриев Василий Димитриевич__ уйрӑлса кайнӑ. Сывпуллашу кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче %red%Чӑваш патшалах гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче%/red% иртӗ. **10 сехетре** илсе килӗҫ, **13 сехетре** тӑван ялне пытарма кайӗҫ.

**__Димитриев Василий Димитриевич__** — паллӑ чӑваш историкӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор (1970). Вӑл 1924 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче __Ҫӗрпӳ районӗнчи__ __Ҫӗрпӳел__ ялӗнче ҫуралнӑ.

1948 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн кӗҫӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ. 1955 ҫулта Мускав патшалӑх университетӗнче асперантурӑра вӗренсе тухсан Чӑваш ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн (хальхи __ЧГПӐИ__) директор ҫумӗ, ӑслӑлӑх ҫыруҫи (1948–1968), директорӗ (1968–1988) пулса ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах, 1967–1988 ҫулсенче, вӑл __Чӑваш патшалӑх университетӗнче__ профессор пулнӑ. 1988 ҫултанпа университетри Тӑван ҫӗршыв историйӗн кафедра пуҫлӑхӗн вырӑнне йышӑннӑ. 2000 ҫултанпа — университетӑн ҫӑлкуҫсемпе архив тӗпчевӗн кафедра пуҫлахӗн ҫумӗ пулнӑ.

Василий Димириевич Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вӑтам ӗмӗрсене тата кунта пурӑнакан халӑхсен историне лайӑх пӗлекен паллӑ историксен шутне кӗрет. Хӑйӗн ӗҫӗсенче вӑл чӑвашсен кун-ҫулне тӗпченӗ, Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен авалхи вӑхӑтсенчен пуҫласа ҫырса кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех __Атӑлҫи Пӑлхар__, Ылтӑн Урта, Хусан ханлӑхӗ, Раҫҫей империйӗ вӑхӑтӗнчи историне тӗпченӗ. Василий Димириевич пуҫласа XIV вӗҫӗпе XV ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗрӗсем пушанса юлнин ыйтӑвне тата ыттисене тишкернӗ. Вӑл паллӑ ҫынсем пирки чылай ҫӑлкуҫ, нумай материал пичетленӗ: __Н.Я. Бичурин__, __С.М. Михайлов__, __Н.В. Никольский__, __М.П. Петров__, __Л.П. Кураков__ тата ыттисем пирки.

Димитриев Василий Димитриевич Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1974), РСФСР тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ (1980). 1994 тата 2001 ҫулсенче вӑл Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхпа техника тӗлӗшӗпе Патшалӑх Премийӗн лауриачӗ пулма тивӗҫнӗ. 2002 ҫулта Ҫемен Элкер ячӗллӗ Республикӑри журналистсен премийӗн лауриачӗ пулнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн 1-мӗш степеньлӗ орденпа, Ӗҫлӗ Хӗрлӗ Ялав, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр, «Чӑваш Республики умӗнче тунӑ пысӑк ӗҫсемшӗн» орденӗсене, чылай медальсене тивӗҫнӗ. 1989 ҫулта вӑл __Ҫӗрпӳ__ хулин, 2004 ҫулта __Ҫӗрпӳ районӗн__ тава тивӗҫлӗ гражданинӗ пулса тӑнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗтӗм ӗҫе лӑпкӑ, хӑвӑра кирлӗ пек татса пама май килӗ. Хирӗҫесрен пӑрӑнӑр, хӑвӑрӑн вӑя, энергие перекетлемелле. Пушӑ вӑхӑта ҫутҫанталӑкра ирттерӗр. Спортпа туслашма лайӑх вӑхӑт, Интереслӗ тӗлпулу пулма пултарать, вӑл романтика хутшӑнӑвне куҫӗ.

Чӳк, 25

1950
74
Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та