«Ҫӑлкуҫ» кафере ӗнер, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче __Сурхури__ уявне уявларӗҫ. «Ҫӑлкуҫ» кафе уявсен пӳлӗмӗ пысӑках мар пулин те лӑк тулли халӑх пухӑнчӗ кунта. __Юхма Мишши__, __Иван Христофоров__, __Владимир Агеев__, __Анатолий Кипеч__, __Виталий Станьял__, __Николай Лукианов__, __Юрий Исаев__, __Геннадий Тафаев__ тата ыттисем. Пурне те каласа та пӗтереймӗн. Ҫавӑн пекех хӑнасен йышӗнче Кейт Линдси американ хӗрӗ тата __Слакпуҫри__ (__Пушкӑртстан__) К. Иванов музей-ҫуртне йӗркеленӗ паллӑ таврапӗлӳҫӗн Пётр Кудряшовӑн ывӑлӗ Василий пулчӗҫ.
Кӗрекене «Сӑвар» Чӑваш наци культурин аталану фончӗн ертӳҫи Тимӗр Тяпкин (ҫак уява йӗркелекенӗ) уҫрӗ. Вӑл фонд ӗҫӗсемпе кӗскен паллаштарчӗ. Кӑҫал хулара Сурхурине уявлама пуҫлани 10 ҫул ҫитет иккен — пӗрремӗш хут ӑна __Чӑваш наци музейӗн__ ҫуртӗнче, директор вырӑнӗнче Эдуард Бахмисов ӗҫленӗ вӑхӑтра ирттернӗ.
Уяв юрӑсӑр, сӑрасӑр иртме пултараймӗ. Сӑрипе уява килнӗ хӗрарӑмсем сӑйларӗҫ пулсан __Муркаш районӗнчи__ __Мӑн Шашкартан__ килнӗ Петӗрпе Людмила Адреевсем юрӑсем шӑрантарчӗҫ. __Шупашкар районӗнчи__ __Ишлейре__ пурӑнакан паллӑ таврапӗлӳҫӗ Георгий Фомиряков вара хӑй ӑсталанӑ халӑх инструменчӗсемпе каласа авалхи кӗвӗсемпе савӑнтарчӗ.
Уяв лайӑх иртрӗ. Пурне те килӗшрӗ. Пӗрле пухӑнса калаҫнине ара мӗн ҫиттӗр!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |