Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче Чӑваш наци библиотекин «Чӑваш кӗнеки» вулав пӳлӗмӗнче пирӗн сумлӑ ентешӗн тата Чӑваш халӑх поэчӗн __Юрий Сементерӗн__ поэзи каҫӗ иртрӗ. Унта Вӗренӳ институтӗнче пӗлӗвне ӳстерекен чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем (ҫав шутра ҫак йӗркесен авторӗ те), Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсем, Шупашкарти ентешлӗх тата тӗрлӗ ӳнер ҫыннисем хутшӑнчӗҫ.
Уяв каҫӗнче сӑвӑҫӑ хӑй сӑввисене вуласа пачӗ. Пӗрремӗш сӑвва вара вӑл шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентекенсене халалларӗ. Ун хыҫҫӑнхи сӑввине — хӑйшӗн пурнӑҫ тӗслӗхӗ пулса тӑнӑ __Петӗр Хусанкая__. Хусанкайпа чи малтан тата ӗҫе пула тӗл пулнӑ самантсене те аса илчӗ поэт.
Кунсӑр пуҫне ҫыравҫӑ __Филипп Лукинпа__ килӗштерсе ӗҫлени, унпа пӗрле халӑхра анлӑ сарӑлнӑ юрӑсем ҫырни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Уйрӑмах «Уҫланкӑри палан» юрӑ кун-ҫулӗ ҫинчен каласа пани кӑсӑклӑ пулчӗ пухӑннисене.
Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем поэзи каҫӗ тӗлне пысӑк парне хатӗрленӗ. Вӗсем Ю.С.Семенов — Сементер поэтӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ «Чунра хӗмленнӗ йӗркесем» электронлӑ кӑларӑм пуҫтарнӑ. Унта «Кун-ҫулӑм», «Литература пултарулӑхӗ», «Пурнӑҫӑм тата ӗҫӗм», «Пурнӑҫ саманчӗсен фотогалерейи» тата «Библиографи» пайсене вырнаҫтарнӑ. Мультимеди кӑларӑмне кунсӑр пуҫне 71 сӑвӑ тексчӗ (вырӑсла тата чӑвашла), поэтӑн сӑввисемпе ҫырнӑ 25 юррӑн кӗвӗ файлӗ кӗнӗ.
Вулавӑш ӗҫченӗсем поэзи каҫӗ тӗлне поэтӑн вулавӑшра упранакан кӗнекисен куравне йӗркеленӗ.
Пухӑннисем тата тухса калаҫакансем поэта ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ, малашне те поэзи анинче ҫӗнӗ шедеврсем ҫураласса шаннине палӑртрӗҫ.
Малашнехи ӗҫ планӗпе те паллаштарчӗ ҫыравҫӑ. Халӗ вӑл тутар поэзийӗн анталогине (унта 71 тутар поэчӗн пултарулӑхӗ кӗрет) чӑвашла куҫарассипе тимлет иккен. Юлашкинчен поэт хӑй сӑмахне ҫапла вӗҫлерӗ: «Чӑваш чӗлхине пӗтме парар мар...».
Ҫапла пултӑрах, чӑвашсем калашле.
__http://chuv-krarm.3dn.ru/photo/jurij%5fsementer%5fquot%5fchunra%5fkhemlenne%5fjerkesem%5fquot/16_**Сӑнсем**__ (34)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |