Пирӗн электронлӑ вулавӑшра паян **«Ӗмӗр сакки сарлака»** нумай томлӑ романӑн __http://chuvash.org/lib/haylav/5894.html_иккӗмӗш кӗнеки__ вырнаҫрӗ. Ӑна эпир 1989 ҫулта тухнӑ кӑларӑмран илтӗмӗр. Енчен те хальччен сирӗн ку хайлавпа паллашма майсем пулман пулсан — электронлӑ вулавӑшран илсе вулама пултаратӑр. Сӑмах май, пирӗн вулавӑшри романсен шучӗ ӑна шутласан 14 ҫитрӗ!
«Ӗмӗр сакки сарлака» роман пурӗ 6 кӗнекерен тӑрать. Пӗрремӗш кӗнекине __Никифр Мранька__ 1959 ҫулта кӑларнӑ. Иккӗмӗшӗ, паян пирӗн электрнлӑ вулавӑшра вырӑн тупнӑскер, 1960 ҫулта кун ҫути курнӑ. Тепӗр ҫултан, 1961-мӗшӗнче, романӑн виҫҫӗмӗш кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Тӑваттӑмӗш кӗнеке вулакансем патне тепӗр 10 ҫултан ҫеҫ, 1971 ҫулта ҫитнӗ. Пиллӗкмӗш кӗнеке те хӑвӑрт ҫитмест — 1980 ҫулта пичетленсе тухать. Улттӑмӗш кӗнекене вара автор ҫырса ҫитереймест, вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗрет. Ҫавах автор ҫырнӑ пая вулакан патне ҫитернӗ — вӗҫленмен хайлава «Тӑван Атӑл» журналта пичетлерӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра романӑн ытти кӗнекисене те вырнаҫтарма тӑрӑшӑпӑр — халӑх килӗштерсе вуланӑ хайлав электронлӑ вулавӑшра пулмаллах ӗнтӗ!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |