Иртнӗ эрнекун, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче, __Комсомольски районӗнчи__ __Урмаелте__ банкомат уҫӑлчӗ. Енчен те хуласемпе район центрӗсенче хальхи пурнӑҫра ку япалана кашни утӑмра курма пулать пулсан — ялсенче вӗсене сайра хут ҫеҫ тӗл пулӑн-ха. Ку енчен Урмаелсемшӗн савӑнмалла ҫеҫ — халь ӗнтӗ вӗсем шалу е пенси укҫине __Комсомольскине__ (ялтан пӗр ҫухрӑмра ларать пулин те) каймасӑрах илме пултарӗҫ.
Банкомата Перекет банкӗ ҫын йышлӑ ҫӳрекен вырӑна лартнӑ — ял варринче вырнаҫнӑ пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офис ҫуртӗнче. Лавккасем ҫумра, ҫулӗ юнашар.
Раҫҫей Перекет банкӗн __Канашри__ 7507-мӗш уйрӑмӗн (районпа ҫак уйрӑм ӗҫлет) ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх __Комсомольски районӗнче__ пурӑнакансен аллинче пурӗ 8 446 карточка иккен. Ҫак тӑрӑхри халӑха укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме пурӗ 2 банкоматпа 3 терминал вырнаҫтарнӑ. __Урмаелти__ — 3-мӗш банкомат пулса тӑчӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |