Кӑҫал, акан 28-мӗшӗнче, Чӑваш Республики Гимнӗн авторӗ __Герман Степанович Лебедев__ композитор 100 ҫул тултарать. __Шупашкар районӗ__ ҫак паллӑ куна тӗрлӗ мероприятисемпе кӗтсе илме палӑртрӗ. Уявсен сӗвемне Г.С.Лебедев ҫуралнӑ __Салапайкасси__ ялӗнче пуҫлама йышӑнчӗҫ.
Акӑ, кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Салапайкассинчи шкула районти тӗрлӗ вырӑнсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем: __Тутаркасси__, __Кӳкеҫ__, __Шӑмӑш__, __Анат Кӗнер__, __Вӑрман-Ҫӗктер__ шкулӗсенчи ачасен фольклор ушкӑнӗсем, __Иккассипе__ __Хыркассинчи__ халӑх вокал ансамблӗсем килсе ҫитрӗҫ. Ҫак пысӑк уява __Шупашкар районӗн__ пуҫлӑхӗ Егоров Георгий Иванович, район администрацийӗн пӗлӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Романов Борис Григорьвич, __Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн__ пуҫлӑхӗ Хорсев Николай Евгеньвич тата ытти паллӑ ҫынсем те хутшӑнчӗҫ. Чаплӑ композитор Герман Степанович Лебедев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине палӑртмалли мероприятисен ярӑмне кунта хӗрлӗ хӑю татсах пуҫларӗҫ. Уҫҫӑн та мӑнаҫлӑн янӑракан «Тӑван Ҫӗршыв» юрӑран хывнӑ чӑваш Гимнӗ уява килнӗ мӗн-пур ҫыннӑн чӗрине тыткӑнларӗ, кӑмӑла мӑнаҫлӑх тултарчӗ. Уява пухӑннӑ халӑх Лебедев композитор ҫырнӑ илемлӗ юрӑсене итлерӗ, классенче __Салапайкасси__ шкул ачийӗсем йӗркеленӗ тата хӑнасем хӑйсемпе пӗрле илсе килнӗ алӗҫ куравӗсене пӑхса савӑнчӗ. Уяв вӗҫӗнче пурте композитор ҫуралнӑ ҫурт патне утрӗҫ, унти асӑну хӑми умне чечексем хучӗҫ.
Уяв пурне те килӗшрӗ, пухӑннисем тулли кӑмӑлпа саланчӗҫ.
__http://gov.cap.ru/home/93/!foto/2013/01/20-1/index.html_**Сӑнсем**__ (19)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |