Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Виҫӗмкун, кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче, __Етӗрнери__ Культура ҫуртӗнче __Тани Юн__ актисӑна аса илчӗҫ — «Слава и трагедия Тани Юн» (чӑв. ~~Тани Юн чапӗпе асапӗ~~) театрланӑ литература каҫӗ иртрӗ. Ӑна паллӑ актриса ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине паллӑртса ирттерчӗҫ.

__И.С. Масимов-Кошкинскийӗн__ мӑшӑрне аса илсе иртрренӗ каҫра тӗрлӗ тӳре-шарасӑр пуҫне Тани Юн пӗртӑван хӗрӗ, __Етӗрнере__ ҫуралса ӳснӗ Светлана Березкина, Пётр Градов сӑвӑҫ-тӑлмач, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ актёрӗ Андрей Градов, __Светлана Асамат__ сӑвӑҫ тата ыттисем пулчӗҫ. Светлана Березкина хальхи вӑхӑтра Тани Юнпа И.С. Максимов-Кошкинскийсен япалисене упрать, вӗсен ӗҫӗ-хӗлне ҫутатас ӗҫре вӑй хурать.

Литература каҫӗнче __Етӗрнери__ тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем Тани Юнӑн пурнӑҫри саманчӗсене кӑтартса унӑн кун-ҫулне ҫутатса пачӗҫ. Ҫавӑн пекех сӑвӑсем вуларӗҫ, Тани Юн монологӗсене сцена ҫинчен каласа пачӗҫ, «Сӑр ен» халӑх ансамблӗ юрӑсемпе савӑнтарчӗ. Светлана Березкинӑпа Светлана Асамат та хӑйсен сӑввисемпе паллаштарчӗҫ. Наталья Мазюкова Тани Юн актрисӑна халалланӑ хӑйӗн сӑввисене каласа пачӗ.

**Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче** пурне те __Етӗрне районӗнчи__ __Пӗрҫырлан__ культура ҫуртне чӗнчӗҫ — унта __Тани Юна__ халалласа «Великая и неповторимая звезда чувашского кино» (чӑв. «Чаплӑран та чаплӑ чӑваш киновӗн ҫӑлтӑрӗ») портрет-каҫ иртӗ.

__http://gov.cap.ru/home/78/2013/gal/01/30-01-13/index.html_**Сӑнсем**__ (42)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.10.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 05

1947
77
Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
2005
19
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть