__Етӗрнери__ тӗп вулавӑшра Еремин Владимир Петрович педагог 85 тултарнине халалласа экспозици уҫӑлнӑ. Ӑна __Етӗрне район__ архивӗ пулӑшнипе хатӗрленӗ.
Вулавӑш хӑнисем Владимир Ереминӑн тӗрлӗ удостоверенийӗсемпе, хисеп тата тав хучӗсемпе, сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллашма пултараҫҫӗ — вӗсенче унӑн кун-ҫулӗ сӑнланнӑ.
**__Еремин Владимир Петрович__** — педагог. Педагогика училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл Етӗрнери ПТУ-ра вӑй-хал культурине вӗрентессин ертӳҫи пулнӑ. Кайран пуҫламӑш ҫар хатӗрлевне ертсе пынӑ. Ӗҫре хастар кӑтартнӑшӑн ӑна «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн», «Ӗҫ ветеранӗ» медальсемпе, «РСФСР профтехвӗренӳ отличникӗ» «Союзри «Ӗҫ резервӗсем» спорт пӗрлӗхӗн хисеп палли» паллӑсемпе, хисеп тата тав хучӗсемпе чысланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |