__Ҫӗрпӳ районӗнчи__ __Апакасси ял тӑрӑхӗнче__ «Кайӑксене хӗлле тӑрантар» ятлӑ мероприяти иртрӗ. Уйрӑмах __Апакассинче__ вӗренекен ачасем тӑрӑшрӗҫ — 1–4, 5, 7 классенчи шкул ачисем 30 ытла сырӑш ӑсталарӗҫ. Кам мӗнле пӗлет — ҫавнашкал хатӗрленӗ. Тӗрлӗ тӗслӗ сырӑшсем нумаййине кура вӗсене урама ҫакиччен ятарлӑ курав та ирттерчӗҫ.
Паллах, чаплӑ ҫитеркӗчсене тӑвас ӗҫе ашшӗ-амӑшӗ те хутшӑннӑ — ҫавна май шкулта вӗрентекенсемпе ял тӑрӑхӗнче ӗҫлекенсем ачасене ӗҫе вӗрентнӗшӗн, ҫутҫанталӑка упрама хӑнӑхтарнӑшӑн ашшӗ-амӑшӗсене пысӑк тав сӑмахӗ каларӗҫ.
Курав хыҫҫӑн сырӑшсене шкул лаптӑкӗнче ҫакса тухрӗҫ. Вӗҫен кайӑксем валли апатне те хурса пама манмарӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |